Культура

22 Чÿк, 2014

"Хыпар", 226-227 /26632-26633/ №, 2014, ноябрь, 22

Номерте:

о Чăваш Ен делегацийĕ Пĕтĕм Раççейри Халăх фрончĕн иккĕмĕш форумне хутшăннă.

о ЧР çутçанталăк ресурсĕсен министрĕ Иван Исаев тĕлĕшпе пуçарнă уголовлă ĕçе суда тишкерме панă.

о Судпа айăпланисем ирĕке кÿренсе тата усалланса ан таврăнччăр.

22 Чÿк, 2014

Китайпа алла-аллăн

Ноябрĕн 20-мĕшĕнче ЧР Министрсен Кабинечĕн Председателĕ Иван Моторин федерацин Атăлçи округĕнчи тата Китайри Янцзы шывĕн Тури тата Вăтам юхăмĕсен регионĕсем суту-илÿпе экономика тата гуманитари енĕпе çыхăну тытас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи ушкăнăн Раççей пайĕн видеоконференци мелĕпе йĕркеленĕ канашлăвне хутшăннă. Ăна РФ Президенчĕн округри полпречĕн заместителĕ Алексей Сухов ертсе пынă.

22 Чÿк, 2014

Авторсемпе пĕрле паллă турĕ

Çак кунсенче Чăваш кĕнеке издательстви çуралнă кунне паллă турĕ - Чăваш Республикинчи чи ватă предприятисенчен пĕри 94 çул тултарчĕ. Издательствăна уявпа саламлама Е.Ф.Васильева, Н.Г.Иванова, Т.В.Артемьева, Е.Н.Жачева, Ю.М.Виноградов, Е.А.Мулюкова, Р.И.Гурьева, О.И.Печников, Г.А.Максимов, Н.П.Петров /Ишентей/, А.А.Тарасов, М.З.Захаров /Мерчен/ авторсем, И.В.Алексеев, Н.А.Васильева, С.А.Бритвина, З.И.Чернова художниксем килчĕç.

22 Чÿк, 2014

Туслăх çулĕ такăрланать

Волгоград облаçĕнчи Камышин хулипе районĕ сирĕн республикăри Йĕпреç районĕпе туслă çыхăну тытма тытăннăранпа пилĕк çул иртрĕ. Çак тапхăрта вĕсем пĕр-пĕрин патĕнче темиçе те пулма ĕлкĕрчĕç.

Pages