Культура

29 Чÿк, 2014

Эпĕ - амăшĕ...

Ачасем - пурнăç чечекĕсем теççĕ. Чăн та, çемьене ăшăпа, савăнăçпа тултараççĕ вĕсем. Ача-пăча сассисĕр кил-çурт та пушă. Пĕчĕкскер пурне те телей кÿрет. Амăшĕсен кунĕ умĕн республикăри паллă хĕрарăмсене чи кăткăс саманта - ачисене кун çути парнеленĕ куна - аса илме ыйтрăмăр.

29 Чÿк, 2014

Туслăх кĕперĕ çĕнелет

"Пĕр патшалăх тепринпе туслă çыхăну йĕркелес кăмăллă пулсан салтаксене мар, пултарулăх çыннисене ярать..." - ăслă çынсем каланă сăмахсенчен пуçларĕ хăйĕн сăмахне Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев Турцирен килсе çитнĕ сумлă делегацие тата чăваш ăсчахĕсемпе çыравçисене саламланă май.

28 Чÿк, 2014

“Чăваш кĕслине чунран юрататăп”

"Музыка - ăслă çынсен савăнăç лаççи. Вăл халăхра тĕрлĕ шухăш çуратма, тарăн йĕр хăварса йăла-йĕркене пăсма пултарать", - тенĕ Авалхи Китай философĕ Сюньцзы. Чăн та, илемлĕ кĕвĕ шаннă ÿсен-тăрана вăй илме, çынна çитĕнÿ тума çунат хушать. Çак ĕçре пире пултаруллă композиторсем те, мусăкçăсем те пулăшаççĕ.

28 Чÿк, 2014

Унтах сывлăха çирĕплетеççĕ, эрех ĕçеççĕ...

Нумаях пулмасть хĕрĕмсемпе Çĕнĕ Шупашкарти "Атăл" кинотеатрта пултăмăр. 3D фильм пăхрăмăр. Кинофильмĕ кăмăла килчĕ, анчах çамрăк ăру, яш-кĕрĕмпе хĕр-упраç хăйне епле тытни килĕшмерĕ. Буфетра "попкорн" текен пылак çимĕç сутаççĕ. Ачапча шутсăр кăмăллать ăна. Пысăк стакансемпех туянать! Чи тĕлĕнмелли: киноччен кăна мар, ун вăхăтĕнче те пĕр вĕçĕм çиеççĕ ăна шăпăрлансем. Савăтри пылак çимĕç пĕтрĕ тĕк - çийĕнчех тепре тухса туянаççĕ. Сеанс вăхăтĕнче хутлаççĕ кăна! Урайĕнче... Чăх кăна мар, сысна тăранмалăх та апат çителĕклĕ.

28 Чÿк, 2014

“Кармен” - чăваш сцени çинче

Ноябрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕн сцени çинче М.Д.Михайлов ячĕллĕ XXIV Пĕтĕм тĕнчери опера фестивалĕ уçăлчĕ. Ăна Жорж Бизен «Кармен» оперипе пуçларĕç. Паянхи кун çак постановка - чи паллисенчен пĕри.

Pages