Культура

10 Раштав, 2014

Ялан асра пулмалла

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче 208 пин чăваш çапăçнă. Вĕсенчен кашни иккĕмĕшĕ каялла тăван тăрăха таврăнайман. Паян республикăра çав юнлă вăрçа хутшăннă 31 пин çын пурăнать. Пирĕн пуласлăхшăн кĕрешсе пуç хунă салтаксен ятне асра хăварас, чĕрĕ юлнисене пулăшас тесен тата мĕн тумалла? Çакăн çинчен калаçнă та Раççей Президенчĕн Атăлçи округĕнчи полномочиллĕ представителĕ Михаил Бабич Шупашкарта ирттернĕ канашлура. Унта республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев, Иван Моторин премьер-министр, район администрацийĕсен ертÿçисем, ытти яваплă çынсем хутшăннă.

10 Раштав, 2014

«Ĕçсĕр лартмаççĕ, кĕрештереççĕ»

Тăвай районĕнчи Лачкассине эпĕ клуб ыйтăвĕпе ятарласа çула тухманччĕ. Тăрмăш ял тăрăхĕн администрацийĕнче вăл пĕчĕккисен йышĕнче терĕç те çитсе килме шухăш çуралчĕ. "Халăхĕ клуба çÿрет, малалла та çÿресшĕн. Ăна хуптарасшăн мар та ... пире итлемеççĕ вĕт", - пĕлтерме васкарĕç лавккана пынă çынсем ялти пурнăçпа кăсăклансан.

9 Раштав, 2014

Вăрçă ветеранĕсене - асăнмалăх

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул çитнине халалласа Шупашкарти ÿнер училищинче вĕренекенсем вăрçă ветеранĕсен сăнĕсене ÿкерме тытăннă. Преподавательсемпе студентсем ку ĕçе Леонид Захарович Петров портретĕнчен пуçланă. Вăл - отставкăри полковник.

2015 çулта, май уйăхĕнче, Çар Мухтавĕн музейĕнче çак ĕçсен куравĕ иртĕ. Каярахпа портретсене вăрçă ветеранĕсене парнелĕç.

Валентина МАКСИМОВА

9 Раштав, 2014

"Хыпар" хаçат, 2014 ç. декабрĕн 9-мĕшĕ

о "Патварта" паттăрсем пултарулăхне кăтартрĕç.

о Пысăк пĕлтерĕшлĕ килĕшÿсене алă пусса çирĕплетнĕ.
о Кивçен укçа аталану çулĕ çине тăма пулăшать.
о Президент Çырăвне хаклаççĕ.
о Шалу мĕншĕн улшăннă?
о Реклама. Пĕлтерÿсем.

Pages