Культура

18 Раштав, 2014

Хунар çутипе

Кун пек интереслĕ концерт эп хам ĕмĕрте курман. Шăп та лăп вăл пуçланас умĕн электричество пĕтсе ларчĕ. Мĕн тумалла? Мероприятие тепĕр эрнекуна куçармалла е килелле каймалла? Артистсен пултарулăхне курма çынсем зала лăк! тулнă-çке. Çавна кура, халĕ тивĕçлĕ канура, унччен кунти клубра нумай çул заведующире ĕçленĕ Маргарита Кондратьева çапла каларĕ: «Ĕлĕкхилле хăйă е чĕрпĕк çутипе те пулин пухăннă халăха концерт кăтартмаллах».

17 Раштав, 2014

Туслăх кĕперĕ çирĕплентĕр

Вăрмарсем тĕнче мĕнле «сывланине» тăван чĕлхепех вуласа пĕлесшĕн. Паян хаçат-журнала халăх хушшинче сарасси 10-15 çул каяллахипе танлаштарсан чылай кăткăсрах: информаципе паллаштаракан темĕн тĕрлĕ хатĕр те пур.

17 Раштав, 2014

Ĕмĕре тăсăлмалли çулталăк

Чăваш Енре Культура çулталăкĕ республикăри культура ĕçченĕсен "Культура çулталăкĕнчен - Литература çулталăкне" пысăк форумĕпе хупăнни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Вăл чăннипех курăмлă ĕç пулчĕ. "Культура - регионсен аталанăвĕн стратеги вăй-халĕ" "çавра сĕтел" хыççăн пленарлă ларусем секцисем çине пайланса ĕçлерĕç.

17 Раштав, 2014

Фестивальтен кăçатăпа таврăннă

Куславкка тăрăхĕнчи Хурамалти «Эткер» фольклор ушкăнĕ регионсен хушшинчи «Завалинка в валенках» фестивале хутшăннă. Вăл Коми республикинчи Выльгорт салипе Сыктывкар хулинче иртнĕ.

17 Раштав, 2014

Культура çулталăкĕнчен - К.В.Иванов çулталăкне, е «чун инженерĕсем» пире мĕнпе хавхалантарĕç?

Январĕн варринче Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕнче Культура çулталăкне савăнăçлă лару-тăрура уçни халĕ те куç умĕнчех-ха. Акă çулталăк вĕçленчĕ те. Кĕçех вăл та историе юлĕ. Çавна май ĕнер тĕп хулари «Mega Galaxy» культурăпа кану центрĕнче Чăваш Енри культура ĕçченĕсен пысăк форумĕ иртрĕ.

Pages