Культура

22 Раштав, 2014

«Вăл манăн асаттене вĕлереймен...»

Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин хирĕсенче пуç хунă тепĕр 172 çар çынни Орел облаçĕнчи Кривцовăри мемориал территорийĕнче яланлăхах канăç тупрĕ.

22 Раштав, 2014

Шыракан тупать

Шăматкун клубра кану каçĕ пулнă та - пуçтах, ĕçсе ÿсĕрĕлнĕ çамрăксем çапăçу пуçланă. Пĕрне йывăрах амантнă та халĕ больницăра выртать иккен. Çак хыпар ялта хăвăрт сарăлнă. Çынсем кун пек чухне тĕрлĕрен калаçаççĕ, шеллекен те, ятлакан та тупăнать, ĕç шала кайса суда çитсен чăнни тин паллă пулать. «Мĕн шыранă - çавна тупнă», - теççĕ. Тĕрĕссипе, çын тени чăнах та мĕн шырать - çавна тупать, ыррине те, усаллине те хăех тăвать. Кун пек чухне çак пулăмшăн никама та айăплаймăн.

19 Раштав, 2014

“Хаçат вуламасан тĕлĕк те курăнмасть”

"Хыпар" Издательство çурчĕн кунĕсене районсенче ирттересси йăлана кĕчĕ. Чăваш хаçачĕсене кун çути кăтартакансем тин çеç Муркаш салинче пулчĕç, халăхпа курнăçса куллен тухса тăракан кăларăмсем çинчен тепĕр хутчен аса илтерчĕç.

19 Раштав, 2014

Çынна савăнтарни ахаль пурăнманнине кăтартать

Çĕр çинче темĕнле çын та пур. Пĕрисем сывă пулсан та тĕнчене юрăхлă ĕç тăваймаççĕ, эрех ĕçсе çапкаланса çÿреççĕ. Теприсем вара сусăр пулин те пысăк ĕç тăваççĕ.

Pages