Культура

25 Раштав, 2014

Çĕнĕ çул ячĕпе, туссем!

Çывхарса килекен Çĕнĕ 2015 çула эпĕ паян та ача чухнехи пекех савăнса та хăпартланса кĕтсе илес тĕллевлĕ. Килте чăрăша тĕрлĕ теттепе илемлетсе капăрлатнă та ĕнтĕ. Вăл уяв каçхине йăлтăртатса çуталĕ, пурне те телей, савăнăç парнелес тенĕн вун-вун тĕспе çиçĕ.

25 Раштав, 2014

Ялăн пуласлăхĕ хамăртан килет

Тахçан авал икĕ Çавал пĕрлешнĕ тĕле Нурăс ятлă улпут çитсе чарăннă. Кунти çĕрсем тыр-пул акма юрăхлă пулнă, çавăнпа вăл чылай лаптăка хăй аллине илнĕ, çурт-йĕр çавăрма пикеннĕ. Çав çулсенчех кунта темиçе çемье куçса килнĕ. Нурăс ят панă яла. Куçса килнисенчен чылайăшĕ Нурăсран уйрăлса ултă выселка йĕркеленĕ. Мачамăш Нурăс, Кивьял Нурăс, Хăмăш Нурăс, Услапа Нурăс, Кăмпал Нурăс, Çĕньял Нурăс.

25 Раштав, 2014

Сурăх çулталăкĕ алăкран шаккать

Çĕнĕ çул çитиччен нумай та юлмарĕ. Кĕçех вăл кашни кил алăкне хăйĕн асамлă туйипе килсе шаккĕ. Кашни чÿречерен пырса пăхĕ - пурте хаваслă-ши, парнеллĕ-ши тесе тĕрĕслĕ.

Эсир, хаклă вулаканăмăрсем, 2015 çула кĕтсе илме хатĕр-и? Чăрăш капăрлатса лартрăр пулĕ-ха, ырă шăршăллă мандарин та туянтăр-тăр. Апла, халĕ декабрĕн 31-мĕшне çеç кĕтмелле.

Кĕçех Кăвак Лаша çулĕ пирĕнпе сывпуллашса Кăвак Йывăç Сурăх çулталăкне çул уçса парĕ. Ăна епле кĕтсе илетĕн, вăл çапла иртет те. Çĕнĕ çула тивĕçлипех уявлар. Вара Сурăх та кăмăллă пулĕ.

25 Раштав, 2014

Конкурс пĕтĕмлетĕвĕ

Акă 2014 çул та вĕçленет. Çавна май «Сăвăпа чĕрем юрлать, чун чăвашлăхшăн çунать» конкурса пĕтĕмлетме вăхăт. Ачасем, çулталăк тăршшĕпех хастар пултăр эсир, редакцие тавлашмалла тенĕ пекех çыру вĕçтертĕр, сăвăпа чунăра уçрăр, тĕрлĕ темăна хускатрăр. Чи пысăк хисеп вăл - сирĕн хайлав хаçатра пичетленме тивĕçни. Ăна асăнмалăх упрасан кайран ÿссе çитсен вулама мĕн тери интереслĕ-çке!

Халĕ вара çĕнтерÿçĕсене палăртар:

Наташа ХРИСТОФОРОВА (Вăрмар районĕ, Пысăк Енккасси шкулĕ);

Ольга АБРОСИМОВА (Тутарстан, Аксу районĕ, Кивĕ Саврăш);

Pages