Культура

17 Кăрлач, 2015

Тахçанхи хавхаланупа пурăнатăп

Икĕ пÿлĕмлĕ ăшă та хăтлă хваттере кĕрсен чи малтан картинăсен умĕнче чарăнса тăтăм. Ыттисенчен уйрăларах тăракан «Шурă шăплăх» ÿкерчĕк тÿрех хăй патне туртрĕ. Ăна Г.Айхие асăнса, юлашки çула ăсатас умĕн Г.Фомиряков художник илсе килнĕ-мĕн. Надя вара пуринчен ытларах М.Рогинскин «Кивĕ буфет» картинине килĕштерет.

17 Кăрлач, 2015

Чунсăр аннесем...

Çĕнĕ çулăн вăрăм канмалли кунĕсене ялта ирттернĕ хыççăн хулана килме тухрăм. Çула чуна ыраттарсах пуçтарăнтăм. Ара, ывăлăм ялта-çке... Мĕн тăвас тейĕн, ача садĕнче вырăн паманран ăна атте-аннепе хăварма тиврĕ. Ĕçе тухмасан та майĕ çук - çăкăр çимелле-çке, хваттершĕн те тÿлемелле... Амăшĕсем ăнланаççĕ-тĕр мана. Ачапа расна пурăнма çăмăл мар, анчах пурнăç çапла тума хистет пулсан нимĕн те тăваймăн.

16 Кăрлач, 2015

"Хыпар", 4-5 /26660-26661/ №. 16.01.2015

Аталану шайĕ кăçал та чакмĕ. ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе ĕнер Шупашкарта «Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕх аталанăвĕ, çивĕч тĕп ыйтусем, тĕллевсемпе аталану çул-йĕрĕ» темăпа «çавра сĕтел» хушшинчи калаçу иртрĕ.

Спортра та, ĕçре те - пĕрремĕш. Чăвашпотребсоюз РФ Спорт министерстви предприятисемпе организацисенче физкультурăпа спорт ĕçне йĕркелессипе ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕ.

Коньки çине тăрасчĕ хăвăртрах. Шупашкарти «Олимпийский» стадионта çĕкленсе ларнă Пăр кермен - паянхи кун строительство пыракан чи пысăк объектсенчен пĕри. Анчах мĕншĕн халĕ те хута ямаççĕ ăна?

Чăваш пичечĕн Ренессансĕ таврăнĕ-и? Паян пирĕн хăна - пичет ветеранĕ, сумлă ĕçтешĕмĕр Раççей Журналистсен союзĕн членĕ, парти ĕçченĕ Демьян Филиппович Семенов, Чăваш пичечĕн уявĕ умĕн унпа тĕл пулса калаçма питĕ кăмăллă пулчĕ.

Пуçа килсен пушмак... Раççей Правительствин членĕ Шупашкара килсе кайнине пĕлмесĕрех юлаттăмăр. Вăл вара «Çăкăр» акционер обществинче темĕнле канашлу пухнă иккен, хыпарлать Интернет.

Александр БЛИНОВ: Чĕлхе вăл - пуянлăх.

- Мĕн пулăшрĕ вара "чăваша таврăнма"?
- Эсперанто.
- Эсперанто???

 

 

16 Кăрлач, 2015

Чăваш пичечĕн Ренессансĕ таврăнĕ-и?

- Кивĕ сăнÿкерчĕксене пăхатăн та - асаилÿ хыççăн. Унчченхи вăхăтсене таврăннăнах. Мĕн тери хавхаланса ĕçлеттĕмĕр. Пĕрле тăрăшнă журналистсене, хаçат ĕçченĕсене яланах ырăпа, тав туса аса илетĕп. Чăннипех çав вăхăт чăваш пичечĕн чăн чĕрĕлнĕ саманчĕ пулчĕ. Хаçат тиражĕ те ÿсрĕ, 53 пин, 70 пин, 80 пин... Икĕ çул 85 пин тиражпа тухса тăнă.

16 Кăрлач, 2015

Хăйсен уявĕнче те канаймарĕç

Артист хăçан канать? Тĕрĕссипе, пур-ши унăн çакăн валли вăхăт? Эпир, акă, Çĕнĕ çул хыççăн вунă кун ытла ĕçе çÿремерĕмĕр. Артистсем вара ача-пăчана капăр чăрăш тавра ташлаттарса савăнтарчĕç, халап-юмахпа тĕлĕнтерчĕç.

Pages