Культура

5 Нарăс, 2015

Унăн аллинче упасем, акăшсем, чарлансем “чĕрĕлеççĕ”

Тăвай районĕнчи Енĕш Нăрвашра йывăçран касса кăларакан ăстасем пурри пирки унчченех илтнĕччĕ. Çак ялта пулма тÿр килсен йывăç касăкĕ ăста аллинче кÿлепене çаврăннине хамăн куçпа курса ĕнентĕм. 25 çулти Юрий Федоров çав кун шăпах аслашшĕпе асламăшĕн çуртĕнче ĕçлетчĕ. Унта вĕсем ятарласа мастерской тунă.

5 Нарăс, 2015

Патăрьелĕнче Литература тата К.В. Иванов çулталăкĕ уçăлчĕ

Нумай пулмасть Патăрьел районĕнчи Патăрьелти пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан пĕрремĕш вăтам шкулта литература тата К.В.Иванов çулталăкне халалланă «Тĕрлĕ халăх культури çыхăнăвĕсене аталантарассине тĕпе хурса ĕçлесси» семинар иртрĕ.

5 Нарăс, 2015

Ĕмĕт тÿпине йыхравлакан «Çĕрлехи çутăсем»

Поэзин асамлă чĕлхи яланах тыткăнланă мана. Этеме хупăрласа илнĕ туйăмсене хут çине куçарма, сăнарлă та илемлĕ çырма пултаракан сăвăçсем вара сăмах ăрăмçисемех. Кĕске кăна çаврара мĕн тери шухăш тарăнлăхĕ пытарăнать. Ăна куçпа кураймăн, чунпа çеç сисейĕн.

5 Нарăс, 2015

Вилĕмсĕр юрату гимнĕ, е пурнăçра нимĕн те ăнсăртран пулмасть...

«Хăш-пĕр кĕнекене «астивсе» çеç пăхмалла. Теприсене çăтса ярсан аванрах. Тĕрлĕ ыйту тавра шухăшламалăх «çимĕç» параканнисем вара - чи пахисем», - тенĕ Анатоль Франс. Шăпах юлашкисен шутне кĕрет те нумай пулмасть Чăваш кĕнеке издательствинче кун çути курнă Елен Нарпин «Пăрлă шыври хĕвел пайăрки» кĕнеки.

4 Нарăс, 2015

Никама та манман, нимĕн те манçăман

Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне янă «Пирĕн вăй - пĕрлĕхре» Çырура Тăван çĕршывăн Аслă вăрçине халалланă асăну вырăнĕсемпе сооруженийĕсене, асăну объекчĕсене тирпей-илем кĕртмелли, юсаса çĕнетмелли çинчен каларĕ. Унта влаç органĕсем тата Чăваш Енре пурăнакансем хастар хутшăнасса пĕлтерчĕ.

Pages