Культура

6 Нарăс, 2015

Пултарулăху манăçмĕ, упранĕ те сÿнмĕ

Чăваш наци интеллигенцийĕшĕн çеç мар, пĕтĕм чăваш халăхĕшĕн пысăк çухату, 2015 çулхи нарăсăн 3-мĕшĕнче патшалăх тата общество ĕçченĕ, чăваш наци юхăмĕн чи хастар ертÿçисенчен пĕри Геннадий Николаевич АРХИПОВ пирĕнтен яланлăхах уйрăлса кайрĕ.

5 Нарăс, 2015

Чăвашсем Мурманскра та – чи маттуррисем!

Кăçалхи январĕн 31-мĕшĕнче Мурманск хулинче облаçри халăх культурисен туслăх фестивалĕ иртнĕ. Унти чăваш наципе культура автономийĕн ертÿçи Раиса Садакова шăнкăравласа пĕлтернĕ тăрăх - юрă-ташă уявне пирĕн йăхташăмăрсем те хаваспах хутшăннă. Юрланă та, ташланă та...

5 Нарăс, 2015

Тани Юна асăнса

Етĕрне районĕнчи Палтайри шкул çурчĕ çинче юнашар Чурпай ялĕнче çуралса ÿснĕ Чăваш киноактрисин Тани Юн ячĕпе асăну хăми уçрĕç. Кăшт маларах вара çуралнă кунĕнче чăваш республикин кинематографистсен союзĕн хастарĕсем унăн вилтăприйĕ çине чĕр чечексем хучĕç.

«Чăваш наци телевиденийĕ — Чǎваш Ен»

5 Нарăс, 2015

«КАПКĂН» журнал, 1 №, 2015.

«Капкăн» журналăн 2015 çулхи 1-мĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн «Çĕнĕ çул парни» ÿкерчĕкĕпе уçăлать. Иккĕмĕш страницăра "Çĕр ĕçĕ - наци тĕрекĕ" корреспонденци тата «Яла леçетĕп» ÿкерчĕк вырнаçтарнă.

Pages