Культура

13 Нарăс, 2015

Ытарлă самант управçи

Сехет йĕппи шав малаллах васкать, кун иртет, çул иртет... Вăхăта тытса чарма çук. Çапах та пурнăçри хăш-пĕр саманта асăнмалăх хăварма пулатех. Мĕнле-ши. Паллах, ÿкерсе. Сăнÿкерчĕксенче сăнарланса юлнă пиçсе çитнĕ сĕтеклĕ арпус-дыня, пыл шăршиллĕ чечек-курăк, хаваслă ача-пăча, ырми-канми ĕçчен халăх, юрлакан-ташлакан артист - пурнăçри ытти чылай пулăм-самант пире иртнĕ вăхăта тавăраççĕ, аса илÿсем çуратаççĕ, чуна ырă туйăмпа тултараççĕ.

12 Нарăс, 2015

Юнпа расна пулсан та...

Наци библиотекинче темиçе çул ĕнтĕ «Наци культурисен залĕ» ĕçлет. Çак кунсенче унта ЧР культура министрĕ Вадим Ефимов республикăри наци культура пĕрлĕхĕсен ертÿçисемпе тĕл пулчĕ.

Вадим Петрович вĕсене Чăваш Енри наци тата тĕнсем хушшинчи хутшăнусене çирĕплетес тĕлĕшпе пурнăçланă ĕçсемшĕн тав турĕ. Республикăра хальхи вăхăтра халăхсен этнокультурине аталантарас ĕнĕпе 33 общество организацийĕ ĕçлет. Кăçалхи февраль уйăхĕнче, тепĕр пĕрлĕхе - Çĕнĕ Шупашкарти çармăссен наци культура автономине - регистрациленĕ.

12 Нарăс, 2015

Валентин кунĕнче качча тухма ыйтнă

Февралĕн 14-мĕшĕнче Китайра хунарсен кунĕ пулсан Болгарире хĕрлĕ эрех тăвакансем хăйсен праçникне паллă тăваççĕ. Раççейре тата ытти чылай çĕршывра вара - Çветтуй Валентин кунĕ. Юратупа романтика, чечек çыххипе шăккалат канфечĕн уявĕ.

12 Нарăс, 2015

“Эпĕ юрăç пулнăшăн атте савăнать”

Çамрăк чухне пирĕн умра пин çул! Хăшне суйлас тетĕн, çавна суйла. Пĕлсе суйланă кашни çул - телейлĕ! Профессие хамăр тĕллĕн тупма пĕлеймесен пире аслисем хăйсен ăслă та малашлăха витĕр куракан сĕнĕвĕсемпе пулăшаççĕ.

12 Нарăс, 2015

Пĕрремĕш редакторăн йывăр шăпи

Исаев Мĕтрин арăмĕ 23 çул тултаричченех пĕчĕк ачапа тăлăха юлнă

"Çамрăксен хаçачĕшĕн" кăçал - пĕлтерĕшлĕ çулталăк. Чăваш каччисемпе хĕрĕсем валли уйрăм кăларăм тухма тытăннăранпа 90 çул çитет. Совет влаçĕ "Çамрăк хресчен" хаçат редакторĕн тивĕçĕсене пурнăçлама шаннă вăхăтра Вăрмар районĕнче кун çути курса терт-нушине сахал мар астивнĕ Исаев Мĕтри 20-ре кăна пулнă. Шел, чылайăшĕ ăна чăваш çыравçи, критикĕ пек кăна пĕлет, вăл вара хăйĕн кĕске ĕмĕрĕнче икĕ хаçатпа пĕр журнал редакторĕ те пулнă. Паянхи вулакансене манăн чăваш çамрăкĕсен пирвайхи хаçачĕн редакторĕн пултарулăхĕпе кăна мар, унăн асаплă шăпипе те паллаштарас килет.

Pages