Культура

19 Нарăс, 2015

“Чĕрĕ юлсан пурнăçа хаклама пуçларăм”

Алина МИХАЙЛОВА юрăç çинчен хаçатсенче статья тавраш йăпăр-япăр тупса вулаймăн. Çынни вăл хăй çавнашкал. Ытла сăпайлă. Именчĕклĕхĕ те пур. Журналистсем хыççăн: «Тархасшăн, ман пирки çырăр-ха», - тесе йăлăнса та йăпăлтатса çÿремест.

18 Нарăс, 2015

Юрла-юрла тĕрĕ тĕрлеççĕ

Хĕрарăм алли яланах ĕç патне туртăнать. «Сенкер экран умĕнче сериал курнă чухне те тĕрлетĕп, - тет Муркаш районĕнчи Сентимĕр ялĕнче пурăнакан Елена Колбасова. - Тĕрĕ нихăçан та йăлăхтармасть мана. Куç анчах куртăр».

18 Нарăс, 2015

Хамăр вăхăтри паттăрсене пĕлмеллех

Шупашкарти транспорт тата строительство технологийĕсен техникумĕнче ырă йăла-йĕрке сахал мар. Вĕсенчен уйрăмах курăмлисем - Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Çĕнтерÿ кунĕсене халалласа ирттерекен мероприятисем. Хальхинче студентсем Афган вăрçине хутшăннă ентешсемпе тĕл пулчĕç.

18 Нарăс, 2015

Промышленноç туризмĕ аталанĕ

Шупашкарти Трактор историйĕн музейĕнче ку чухнехи общество пĕрлĕхĕн ыйтăвĕсемпе «çавра сĕтел» ĕçленĕ. Ăслăлăх-техника туризмĕпе çамрăксен техникăри пултарулăх темисене çĕкленĕ.

Pages