Культура

5 Пуш, 2015

Ӳнерçĕ графикне пăхăнмасăр ĕçлет

Шупашкарта пурăнакан Анна Мокрова шухăшĕпе, пултарулăхпа ăсталăх Турă панă талант мар, кашни çын ăна хăй аталантарать. Ӳнер училищинче ăс пухаканскерĕн ĕçĕсене курсанах савăннипе чĕрем хĕпĕртерĕ, кăмăл-туйăм хăпартланчĕ. 1-мĕш курс студентки тĕрлĕ енлĕн аталанма тăрăшать.

5 Пуш, 2015

Амăшĕсене саламлать... сак тулли ачи-пăчи

Арçын хĕрарăмран нихăçан та тĕлĕнме пăрахаймасть. Черченскер пĕр вăхăтра темиçе ĕç тăвать: апат пĕçернĕ чухнех ачине сăнать, çав вăхăтрах телевизора куç хÿрипе те пулин пăхса илет...

5 Пуш, 2015

Ялти пĕрремĕш каччă

Алексей МОСКОВСКИЙ... йăрăс пÿллĕ, илемлĕ сăн-питлĕ, уçă саслă. Йăлтăр кулли мĕне тăрать тата! Унпа куçран тинкерсе калаçнă чухне чунра хĕвел пин шевлепе вылянăн туйăнать.

5 Пуш, 2015

Алă - ĕçпе, чун - кĕлĕпе илемлĕ

Канаш районĕнчи Юмансарти Иголкинсен çурчĕ мана купса пÿртне аса илтерчĕ. Эрешлĕ чÿрече, крыльца, унталла та кунталла тăсăлнă хушма çурт... Кил картишĕ те, ытти хуралтă та йăлтах тăрă айĕнче. «Ку килте нихăçан та япăх çынсем пурăнман», - терĕ хирĕç тухнă кил хуçи.

Pages