Культура

6 Пуш, 2015

Энциклопеди - «Раççей журналистикин ылтăн çÿлĕкĕ» çинче

Çак кунсенче Раççей Журналистсен союзĕн секретариачĕ 2014 çулхи чи лайăх журналистика хайлавĕн пултарулăх конкурсĕн жюрийĕн йышăнăвне çирĕплетнĕ. Премисен лауреачĕсене тата хисеплĕ ятсене тивĕçнисене палăртнă.

6 Пуш, 2015

Иккĕмĕш арăм - чун валли

«Пĕрремĕшĕпе ăнмасан иккĕмĕшĕпе те ăнăçмасть»,- теççĕ халăхра. Сăмахĕ ку арлă-арăмлă пурнăç пирки-ха. Чăнах та çапла-ши? Е тата хĕрĕхре пурнăçа çĕнĕрен пуçлама кая мар-и? Урçана качча тухсан телей кураятăн-и? Ют ачасене чунтан юратма пулать-и?

6 Пуш, 2015

Ялта клуб çук

Эпир, Услă тата Çĕньял Пукаш ялĕсен çыннисем, вунă çул ытла клубсăр пурăнатпăр. Пурччĕ вăл пирĕн, анчах Хуракасси ял тăрăхĕн унчченхи ертÿçи пулнă Виталий Терентьев чипер çуртах сутса янă.

Пушă вăхăта, канăва усăллă ирттерме кансĕррипе çамрăксем лавкка умĕнче пуçтарăнаççĕ е 5 çухрăмри Хуракасси клубне çул тытаççĕ. Магазин çумĕнчи кирпĕч çуртра пĕлтĕр ял халăхĕ валли концерт та йĕркеленĕччĕ. Кунта малашне культура вучахĕ уçма шантарнăччĕ вырăнти пуçлăхсем. Укçа-тенкĕ тивĕçменнипе ăна тытса тăма тăкаклă тесе ыйтăва татса памарĕç.

6 Пуш, 2015

Сăнĕ улшăнчĕ, "чунĕ" пуянланчĕ

"Хыпар" хаçат çĕнĕлле тухма тытăнни пире, вулакансене, чăннипех савăнтарать. Купăста яшкипе тăрантарма тытăнсан вăл йăлăхтарса çитерни пирки ахальтен мар-тăр халап çÿрет. Чăваш халăх хаçачĕ халиччен сĕннĕ уйрăм материалсем пирки шăпах çапла калама пулатчĕ. Номерсенче шăналăк пысăкăш статьясем тăтăшах пичетленни кăмăла каймастчĕ. Хаçата вулакансем, халăх валли кăларнине шута илсен общество корреспонденчĕсемпе çыхăнса ĕçлемелли каламасăрах паллă. Çакна тĕпе хурса "Хыпарăн" кăçалхи 26-27-мĕш номерĕсенче "Вулакан страници" кун çути курчĕ. Ман шухăшпа, çакă кирлех.

6 Пуш, 2015

Çырусăр пуçне ашшĕнчен нимĕн те юлман...

«Хыпар» хаçат вулакансемпе çыхăну тытнине ырламалла кăна. Унсăрăн çыннăн кăмăл-шухăшне пĕлме çук вĕт. Тăван хаçатăмăр самана таппипе тан пыма тăрăшни чăннипех савăнтарать. Кашни номере чăтăмсăррăн кĕтетпĕр, ăна вуласа çĕннине, интереслине нумай пĕлетпĕр. Лайăххин чикки çук теççĕ халăхра, çавăнпа пичет кăларăмĕ тата интереслĕрех пуласса шанатпăр.

Pages