Культура

11 Пуш, 2015

Татьяна хăйĕн тусĕсене пуçтарать

Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕнче мартăн 12-мĕшĕнче ЧР тава тивĕçлĕ артистне Татьяна Зайцева-Ильинана чыслĕç. Сăлтавĕ - пархатарлă: артистка сцена çине тухнăранпа 20 çул çитнĕ. Бенефисра вăл тĕрлĕ çулта калăпланă спектакльти сыпăксем пулĕç, юрă-кĕвĕ хуçаланĕ. Кичем пулмĕ.

10 Пуш, 2015

«Кун пек хĕрарăмсемсĕр республика аталанаймĕ»

Çуркунне ахаль те чунра савăнăç туйăмне вăратать. Çур пуçламăшĕ Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕпе тĕл килет те - чунри хаваслăх татах та ÿсет. Çак кунсенче вара республикăри чи маттур та пултаруллă хĕрарăмсен пĕр ушкăнĕн савăнмашкăн тата сăлтав пулчĕ - вĕсене шăпах уяв умĕн хисеплĕ тĕрлĕ ят парса чысларĕç.

10 Пуш, 2015

Улаха пуçтарăнсан...

Канашри таврапĕлÿ музейĕ Шăхасан ял тăрăхĕнче 2010 çулта йĕркеленнĕ хĕрарăмсен «Хозяюшка» клубĕпе тачă çыхăну тытать. Унăн йышĕнче - тĕрлĕ профессиллĕ 15-20 çын. Вĕсене вырăнти культура çурчĕн методисчĕ И.Петрова ертсе пырать.

Клуб членĕсем тăтăшах улаха пуçтарăнса çыхаççĕ, тĕрлеççĕ, юрлаççĕ, çĕршыври, республикăри тата районти çĕнĕ хыпарсене сÿтсе яваççĕ, хăйсен пурнăçĕнчи çĕнĕлĕхсем çинчен каласа кăтартаççĕ.

Музейра «Хĕрарăм алли тунă хайлавсем» курав йĕркеленĕ. Кунта - тĕрленĕ картинăсем, çыхнă кĕпе-тумтир, чăлха-алсиш, çемçе теттесем тата ытти те.

7 Пуш, 2015

«Физкультура урокĕ» - чиперуксем валли

Вăрмар районĕнчи Тикашра маттур та ÿркенмен хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Эрнере виçĕ хутчен шкулти спортзала пуçтарăнаççĕ. Чăн-чăн физкультура урокĕ иртет кунта! Чупаççĕ, сикеççĕ, тĕрлĕ хускану тăваççĕ, кире пуканĕ çĕклеççĕ арăмсем. Баскетболла е волейболла та выляççĕ.

Pages