Культура

12 Пуш, 2015

«Капкăн» журналăн кăçалхи 5-мĕш номерĕ кун çути курчĕ

Хуплашкан 1-мĕш страницине Сергей Мягковăн «Ан кранклат кăна!» карикатурипе илемлетнĕ. Иккĕмĕш страницăра «Арăму юратмасть тетĕн-и/» ÿкерчĕк çапăннă.

11 Пуш, 2015

Культура, литературăпа искусство ĕçченĕсен ушкăнĕ республикăри тата ытти регионсенчи муниципалитет йĕркеленĕвĕсен, предприятисемпе организацисен ертÿçисене, тĕрлĕ шайри депутатсене, пайтаçăсене ЧĔНСЕ КАЛАНИ

Халăх вулама пăрахса пынине чылай сăнавçă хальхи вăхăтăн тĕп тата пăшăрханмалли палăрăмĕ тесе шутлать. Нумаях пулмасть кăна-ха вара пирĕн çĕршыва тивĕçлипех «чи нумай вулаканни» тетчĕç. Кĕнеке вулакан наци çеç илемлĕх пахалăхĕсене тата ытти хаклăхсене тĕнче шайĕнче тума пултарать. Вулассипе çыхăннă çивĕч ыйту Раççейри халăхсен чĕлхисене сыхласа хăварассипе тачă çыхăннă. Литература - темиçе ĕмĕр пухнă культура пуянлăхĕ - хальхи тата пулас ăрусен ăс-хакăл аталанăвĕн тĕп никĕсĕсенчен пĕри. Шăпах ачасем вуламанни паян хытă пăшăрхантарать.

11 Пуш, 2015

Иртнĕ кун çути сÿнмест

Патăрьел районĕнчи Алманчă ялĕнче краеведени музейĕ 1968 çултанпа ĕçлет. Ăна Василий Васильев вĕрентекен пуçарăвĕпе йĕркеленĕ. Çарпа ĕç мухтавĕн пÿлĕмĕ малтанах шкул çумĕнче пулнă.

Пÿлĕмрен - краеведени музейĕ

Pages