Культура

20 Пуш, 2015

Мускаври паллă çыравçă Лев Анисов Миттов художник çинчен: «Сиккассинчен гениллĕ ăста тухнă!»

Мартăн 13-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Сиккасси халăхĕ Шупашкартан килнĕ хаклă хăнасене кăмăлласа кĕтсе илчĕ. Делегаци йышĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕн директорĕ Юрий Исаев, институтăн ăслăлăх сотрудникĕ Антонина Мордвинова, «Константин Иванов: Жизнь. Судьба. Бессмертие» çĕнĕ кĕнеке авторĕ Юрий Артемьев, Мăн Сĕнтĕр салинчи арçынсен Çветтуй Троица православи мăнастирĕн настоятелĕ Игнатий /Суранов/ иероманах, Чăваш патшалăх ÿнер музейĕн ăслăлăх-тĕпчев пайĕн заведующийĕ Геннадий Иванов-Орков тата ыттисем пулчĕç.

20 Пуш, 2015

«Капкăн» юбилейĕ пурне те çывăхлатрĕ

«Хыпар» Издательство çурчĕ кăларса тăракан хаçат-журналсен районсенчи кунĕсене ирттересси, вулакансемпе тĕл пуласси, вĕсен шухăш-кăмăлне пĕлесси, туслă, пĕр-пĕриншĕн усăллă çыхăнăва çирĕплетсех пырасси ырă йăлана кĕчĕ ĕнтĕ. Хальхинче çавнашкал кăмăллă тĕлпулу Трак тăрăхĕнче иртрĕ.

20 Пуш, 2015

«Çĕнĕ Çăлтăр»

"Звезда" телеканал ирттерекен "Çĕнĕ Çăлтăр" конкурсра Чăваш Ен чысне хÿтĕлекен хĕр çинчен пĕлес килет. Мĕнле лекнĕ унта вăл?

А.АНДРЕЕВА.

Куславкка районĕ.

"Звезда" телеканал Пĕтĕм Раççейри "Çĕнĕ Çăлтăр" вокал конкурсне ирттерет. Унта Раççейри 85 регион представителĕ хутшăнать. Халиччен кун йышши музыка тупăшăвĕ пулман.

20 Пуш, 2015

Император академийĕнче вĕреннĕ хресчен ачи

Чăваш патшалăх ÿнер музейĕнче мартăн 13-мĕшĕнче Алексей Кокель çуралнăранпа 135 çул çитнĕ май унăн ĕçĕсен куравĕ уçăлнă.

Геннадий Козлов, музей директорĕ:

20 Пуш, 2015

Эсир илтнĕ-и секейсем çинчен?

Нумаях пулмасть хам халиччен илтмен, пĕлмен тĕлĕнмелле халăх çыннипе паллашма тÿр килчĕ. Левенте Борбей - секей. Мĕншĕн тĕлĕнмелле халăх тенине тÿрех уçăмлатам, тăван чĕлхине çухатнă, автономисĕр тăрса юлнă пулин те, тата ытти йывăрлăха пăхмасăр вĕсем хăйсене "эпир - секейсем" теççĕ.

Pages