Культура

23 Пуш, 2015

Çурхи пултарулăх ăмăртăвĕ

Чăваш çĕршывĕн пĕр пĕчĕк кĕтесĕнче, Куславкка районĕнчи Энтри Пасар ял тăрăхĕнче, чун-чĕрепе пуян, несĕлсен тымарне хăрма паман маттур та ĕçчен хĕрарăмсем пурăнаççĕ. Ялти библиотекăра иртнĕ «Пултарулăх çÿпçи» конкурс шăпах вĕсен пултарулăх çÿпçи çав тери пуян пулнине питĕ лайăх палăртрĕ.

23 Пуш, 2015

«Чăваш хĕрарăмĕ» № 10 /880/ 21.03.2015

Паттăрлăх урокĕ. Çак эрнере Шупашкарти медицина колледжĕн студенчĕсем сумлă хăнасемпе тĕл пулчĕç.

Ĕçлекен халăх пурăнать. Хаксем калама çук вăйлă ÿссе кайрĕç, лавккана кĕрсен те, пасара кайсан та нимĕн илме аптрамалла.

Вăйă вăхăтĕнче миллионера çаврăнатпăр. "Шупашкарта аттракционсем ĕçлеççĕ-и? Ачана уяв туса парас килет", - шăнкăравлать ялта тĕпленнĕ юлташ. "Укçуна ытларах хатĕрле. Таçта та ачан кăмăлне тупма пулать", - терĕм ăна.

Михаил Игнатьев республика Пуçлăхĕн суйлавне кандидат пулса хутшăнассине пĕлтерчĕ. Михаил Игнатьев пресс-конференци ирттерчĕ

Калафати тата унăн хĕрарăмĕсем, е 104 çулта та чиперуксен кăмăлне тупма пĕлекен арçын çинчен.

Ылтăн пике. Александра Деверинская çак кунсенче хăйĕн 55 çулхи юбилейне паллă тăвать.

Командировка. /Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

 

21 Пуш, 2015

Ĕçлекен халăх пурăнать

Мана пуринчен ытла паянхи кризис хумхантарать. Хаксем калама çук вăйлă ÿссе кайрĕç, лавккана кĕрсен те, пасара кайсан та нимĕн илме аптрамалла. Халăх малтанхи пек мар, чи кирлине кăна туянать. Эпĕ пĕлекен чылай çамрăк Шупашкартан Канаша куçса кайрĕ.

21 Пуш, 2015

Командировка

/Вĕçĕ. Пуçламăшĕ иртнĕ номерте/.

Килтен тухсанах тĕл пулнă карчăкăн кăмăлĕ лайăх пулчĕ пулас. Палăртнă çĕре питĕ ăнăçлă çитрĕм. Телейĕме пула хамăн çамрăк чухне юратнă тусăм Оля килтех пулчĕ. Вăл хăйĕн пурнăçне мăшăрпа ирттерме Турă çырман пулĕ тесе урăх каччăпа пĕрлешме шухăшламан. Çут тĕнчене килнĕ пĕртен-пĕр ачипе йăпанса пурăннă.

Pages