Культура

25 Пуш, 2015

Чи маттуррисем

Ял тăрăхĕнче вырнаçнă чи лайăх культура учрежденийĕсене тата пултаруллă ĕçченсене суйламалли конкурса пĕтĕмлетнĕ. Унта Чăваш Енри 18 районтан 48 заявка тăратнă, вĕсенчен 29-ăшĕ культура учрежденийĕсенчен, 19-ăшĕ культура ĕçченĕсенчен.

25 Пуш, 2015

Ырă кăмăл ылтăн-кĕмĕлрен хаклăрах

Чăваш АССР халăх артисчĕ, РСФСР искусство тава тивĕçлĕ ĕçченĕ, К.Станиславский ячĕллĕ РСФСР Патшалăх премийĕн лауреачĕ Леонид Родионов çуралнăранпа 100 çул çитрĕ. Çавна май К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче асăну кунĕ иртрĕ.

25 Пуш, 2015

Паян - хавхалану, савăнăç парнелекенсен уявĕ

Паян Раççейре Культура ĕçченĕн кунне паллă тăваççĕ. Ун пирки Раççей Президенчĕ сакăр çул каялла ятарлă хушу кăларнăччĕ.

Чăваш Енре çак куна культура тытăмĕнчи 6 пине яхăн çын хăйĕн професси уявĕ тесе йышăнать. Вĕсем - театрсенче, библиотекăсенче, музейсенче, литература каçалăкĕнче, ялти клубсемпе кану çурчĕсенче тата ытти вырăнта ĕçлеççĕ.

25 Пуш, 2015

Чĕрен пĕркеленчĕксем çук...

Арăмĕ упăшкинчен аслăрах пулни мăшăра телейлĕ пулма кансĕрлемест-и? Çулсем иртнĕçемĕн кун пек çемьере арçын айккине чупма пуçламасть-и? Мĕншĕн хăйĕнчен 10 çул аслă йĕкĕте качча тухакан пикене никамах та сÿтсе явмасть, çав вăхăтрах этемлĕхĕн черчен çуррийĕ хăйĕнчен пĕр теçетке çул кĕçĕнрех каччăпа «пĕр сукмакпа утма» килĕшни пирки сăмах-юмах тăватех? Кун пек чухне мĕн каласси те - куçкĕрет, халăх «çăварĕ» иккĕшне те «чĕпĕтсе» илетех.

Pages