Культура

7 Ака, 2015

Константин Яковлевăн тĕллевĕсем

Тăван республика тулашĕнче тĕпленсе пурăнакан чăвашсем - Атăлçи халăхĕсен хушшинче чи йышшлисенчен пĕрисем, вырăссемпе тутарсем хыççăн виççĕмĕш вырăнта тăраççĕ. Хальхи вăхăтра Тутарстанра кăна 116 пин чăваш тымар янă, çав шутра Хусанта - 10 пине яхăн.

7 Ака, 2015

Икĕ юрă

Филипп Миронович Лукин композитора эпĕ вăл чăваш музыка искусствинче тĕп ертсе пыраканĕ пулнипе çеç мар пĕлнĕ-ха. Чи малтан халăх хушшинче анлăн сарăлнă юрри-кĕввине курса хакланă. Уйрăмах мана вăхăтсăр çĕре кĕнĕ С.Элем сăввипе çырнă «Çамрăксен юрри» /«Тухрăм эпĕ Атăл хĕррине»/ килĕшетчĕ.

7 Ака, 2015

Йĕрке тени çирĕп пултăр

Мартăн 12-мĕшĕнче Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институтĕнче шавлă та интереслĕ конференци пулса иртрĕ. Теми те пысăк пĕлтерĕшлĕ, актуаллă та-ха: «Чăваш орфографийĕн иртни, хальхи, пуласси».

Халăхĕ чылай пухăннă: профессорсем, ялти шкул учителĕсем, çыравçăсемпе общество хастарĕсем. Асăннă институтра ĕçлекенсем те унта-кунта ларса тухнă. Мана та йыхравланăччĕ.

7 Ака, 2015

Тĕрĕслĕхшĕн кĕрешнĕ çын, е Усала усал пек кăтартма ырă хăват кирлĕ

Паллă чăваш драматургĕ Василий Ржанов çуралнăранпа апрель уйăхĕн 16-мĕшĕнче 100 çул çитет. Çак ятпа Шупашкарти К.В.Иванов ячĕллĕ литература музейĕнче ĕнер, апрелĕн 6-мĕшĕнче, çыравçăна халалланă литература каçĕ иртрĕ. Юбилей ячĕпе музей ĕçченĕсем «Тăван çĕре юратса» ятарлă курав хатĕрленĕ.

Pages