Культура

16 Ака, 2015

Германире иртекен курава хутшăнĕ

Хальхи вăхăтра мода пурнăçра пĕлтерĕшлĕ вырăн йышăннине асăрхатăн. Сăмахран, хĕрарăмсем ташă каçĕсене, хăнана çеç мар, лавккана та сăн-пите илем кĕртмесĕр, капăр çи-пуç тăхăнмасăр çÿремеççĕ. Çутçанталăкăн вăйлă çурри те модăпа килĕшÿллĕн тăхăнать. Ăсчахсем палăртнă тăрăх, мода чул ĕмĕрĕнчех вăй илме пуçланă.

16 Ака, 2015

Кĕнекепе пыратăн - балет куратăн

Балета кăмăллакансене пысăк савăнăç кĕтет: апрелĕн 22-26-мĕшĕсенче Шупашкарта Пĕтĕм тĕнчери XIX балет фестивалĕ иртĕ. Хальхинче артистсем куракансене харăсах темиçе шедеврпа тĕлĕнтерĕç. Йăлана кĕнĕ тăрăх, фестивале Раççейĕн тĕрлĕ кĕтесĕнчен çеç мар, ют çĕршывран та хăнасем çитĕç.

15 Ака, 2015

Куракан умне - «Нарспи» фильм

Апрелĕн 24-мĕшĕнче Раççейре çулсерен иртекен «Библиокаç» акципе килĕшÿллĕн ЧР Наци вулавăшĕнче 19 сехетре Андрей Васильев режиссерăн «Нарспи» фильмне кăтартĕç.

Юрăллă-кĕвĕллĕ фильма Константин Ивановăн поэми тăрăх хатĕрленĕ «Нарспи» мюзикла тĕпе хурса ÿкернĕ. Вăл икĕ сехете тăсăлать.

«Нарспи» фильм пĕлтĕр куракансен умне пĕрремĕш хут тухнă. Ăна Шупашкарта иртнĕ пĕтĕм тĕнчери кинофестивальте кăтартнă. Ентешсем ăна лайăх йышăннă.

15 Ака, 2015

Арçын аллинче йĕп вылять

"Маттур, хăйне çухатмарĕ", - терĕ ун çинчен мăшăрĕ. "Ачисемшĕн вăл ашшĕ те, амăшĕ те, учитель те пулчĕ", - палăртрĕ амăшĕ. Çитес уйăхра 56 çул тултаракан Николай Петрович Миронова /Канаш районĕ, Сухайкасси/ çемйи кăна мар, пĕтĕм ял-йыш хисеплет.

Pages