Культура

21 Ака, 2015

«Нарспи» - чăваш литературин çĕнĕ çулĕ

«Нарспи» пуçламăшĕ - чăвашсен çĕнĕ çул пуçламăшĕ. Ку - çутçанталăкра пурнăç чĕрĕлсе вăй илнин пуçламăшĕ. Пĕрремĕш сăмахсемех - «пуш уйăхĕ» икĕ пуçламăшĕ - поэма пуçламăшĕ тата çĕнĕ çулла /çĕнĕ çул/ пуçламăшĕ тĕл пулнине систереççĕ. Шăпах «çĕнĕ çулла», мĕншĕн тесен пăлхар-чăваш календарĕнче çулталăкăн куçса пыракан вăхăчĕсене - кĕркуннепе çуркуннене - уйăрни пулман. Ĕлĕк çулталăка икĕ пая - çуллана тата хĕллене - пайланă. Хĕллехи вăхăт çĕр çинчи тĕнче «вилнипе» çыхăннă - çутçанталăк ыйха путнă /«хĕллехи ыйха»/.

20 Ака, 2015

Чутай хĕрĕ, эс илемлĕ, Чутай тумĕ тăхăнсан...

Хĕрлĕ Чутайри культура çуртĕнче «Чутай Нарспийĕ – 2015» конкурс иртрĕ. Унта ку тăрăхри чи маттур та пултаруллă, çепĕç те сăпайлă, ĕçчен те илемлĕ хĕрсем хутшăнчĕç. Конкурсăн тĕллевĕ - чăваш халăхĕн культурипе йăли-йĕркине упраса халăх хушшинче анлăрах сарасси, çамрăксене тăван чĕлхе, юрă-кĕвĕ илемне туйма, хаклама хăнăхтарасси, пултаруллисене палăртасси, вĕсене хавхалантарасси.

Тупăшăва Кивĕ Атикасси, Мăн Этмен, Тралькасси, Хусанушкăнь тата Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕсенчи хĕрсем тупăшăва тухрĕç.

20 Ака, 2015

Халăхсен туслăхĕ - кĕнеке урлă

Республикăра регионсен хушшинчи наци кĕнекин фестивальне ирттересси йăлана кĕнĕ. Кăçал вăл 13-мĕш хутчен иртет, "Кĕнеке урлă - халăхсен туслăхĕ патне" ятпа. Шупашкарта, Улатăрта, Чĕмпĕрте, Элĕк, Вăрнар, Пăрачкав тата Муркаш районĕсенче фестиваль мероприятийĕсем ака уйăхĕн 25-мĕшĕчченех пырĕç. Чăваш наци библиотекинче çак кунсенче çыравçăсемпе тĕлпулусем йĕркелеççĕ, Итали кĕнекин, китай поэзийĕн, экологипе тата наукăпа, православипе çыхăннă литература кунĕсене ирттереççĕ.

Pages