Культура

24 Ака, 2015

Пуш уйăхĕн вĕçĕнче...

Анне телевизор пăхса ларать. Чăвашсен мухтавлă классикĕ Константин Васильевич Иванов çинчен кăларăм пырать.

- Çĕр çул иртсен те манмаççĕ-ха Иванова. Шкул ачисене пирĕн вăхăтри сăвăсенех вĕрентеççĕ иккен-ха, - хăй тĕллĕн калаçса ларать вăл.

24 Ака, 2015

Пирĕн Нарсписене килсе курсамăр!

Лайăххин, хитрин чикки çук. Çакна Çĕнĕ Шупашкарти ачасен искусство шкулĕнче уçăлнă «Нарспи сăнарĕ - пуканесенче» куравра тепĕр хут ĕнентĕм. Экспозицире - ÿнер уйрăмĕнче вĕренекенсен 85 ĕçĕ. /Ăсталăха вĕрентекенĕсем - Татьяна Шарковăпа Наталья Петрова/.

23 Ака, 2015

Вăтăр ултă çултан та манăçман

«Тантăш» хаçат хăйĕн хастар авторĕсене яланах асра тытать, лауреат ятне тивĕçнисене вара - пушшех те. 1969-мĕш çултан пыракан ырă йăлана паян та пăрахăçламан. Редакцири лауреатсен стендне сăнанă май унчченхи çамрăк авторсен паянхи шăпи пирки те шухăшлама тытăнатăн.

Pages