Культура

27 Ака, 2015

Тăван чĕлхерен хакли çук

"Вĕренсе çутăлма телей тупнă чăвашсене калам тата. Астуса тăрăр! Пайсăр тăрса юлнă хăвăрăн мĕскĕн чăваш тăван халăхăра эсир пулăшса пурăнмалла..." - вĕрентнĕ Халалĕнче Иван Яковлев. Хăйĕн пĕтĕм пурнăçне чăваш халăхне çутта кăларассишĕн тăрăшнăскер ыттисене те çак ырă пархатара малалла тăсма пилленĕ.

27 Ака, 2015

Ăста ташăçăсен уявĕ

Ака уйăхĕн 22-мĕшĕнче Шупашкарта XIX балет фестивалĕ пуçланчĕ. Вăл 4 куна тăсăлĕ. Хăнăхнă йăлапа уява премьерăпа - Людвиг Минкусăн "Баядерка" спектаклĕпе - уçрĕç. Чăваш патшалăх оперăпа балет театрĕ ăна 2002 çулта лартнă.

Унтанпа вăхăт чылай иртнĕрен ташăçăсене кăна мар, костюмсемпе декорацисене те улăштарма лекнĕ. Никипе Солор партисене Мускаври Пысăк театрăн артисчĕсем, пĕтĕм тĕнчери конкурс лауреачĕсем Анна Никулинăпа Михаил Лобухин, ташларĕç. Гамзатти сăнарне чăваш сцена ăсти Анастасия Абрамова калăпларĕ.

25 Ака, 2015

Салтак валли - хĕр тутри

Эрнекун Шупашкарти Чăваш наци музейĕнче "Çĕнтерÿ символĕсем" курав уçăлчĕ. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çĕнтернĕренпе 70 çул çитнине халалланă декораципе ал ĕç ÿнерĕн конкурсне хутшăнса мала тухнисене те чысларĕç унта.

Pages