Культура

Гаврил Алексеевич Кореньков – Каринкке Кавĕрли – чăвашсен çыруллă поэзине пуçаракансенчен пĕри, педагог, куçаруçă, шкул учебникĕсен авторĕ. Куславкка чăвашĕ. Кивĕ Тĕрлемес ялĕнче 1884 çулхи ака уйăхĕн 5-мĕшĕнче çуралнă. Лара-тăра пĕлмен ача çирĕп сывлăхлă ÿснĕ.

Герман ЖЕЛТУХИН
8 Apr, 2014 | Культура

Культура вучахĕсем ял çыннине илемлĕх тĕнчине илсе кĕреççĕ, кăмăл-туйăмне çĕклеççĕ. Елчĕк районĕнчи Кĕçĕн Таяпари информаципе культура центрне чылай çул Глафира Григорьева ертсе пырать. Нумаях пулмасть Глафира Германовна 55 çул тултарнă. Юбиляр ячĕпе Кĕçĕн Таяпа вулавăшĕнче "Чунĕпе культурăна парăннă" уяв каçĕ йĕркеленĕ.

8 Apr, 2014 | Культура

Çакăн пек курав уçăлать ыран Вăрнарти историпе тавра пĕлÿ музейĕнче. Ăна Культура çулталăкне халалланă. Экспозицире - Ольга Свойкина алă ăстин ĕçĕсем.

Ольга Канашра пурăнать. Тĕрлĕ пусмаран, тăмран, йывăçран пукане, тетте, интерьер япали, тĕрленĕ тумтир, картина, аксессуар ... ăсталать. Талантлă авторăн ăста аллинче ахаль япала, асамлă юмахри пек дизайнер изделине çаврăнать. Мĕн кăна çук унта! Искусствăна, илеме юратакан кашни çыннах кунта хăйне кăмăла каяканнине тупатех.

 

«Капкăн» журналăн кăçалхи çиччĕмĕш номерĕ кун çути курчĕ. Вăл Сергей Мягковăн ÿкерчĕкĕпе уçăлать, политикăри пакăлтатăва сивлет. 2-мĕш страницăра «Тинех тăвансем пуçтарăнчĕç» ÿкерчĕк çапăннă.

«Кулăш – пулăш, çавра сăмах» рубрикăра кăсăклă кулăшсем пичетленнĕ.

Pages

Subscribe to Культура