Культура

7 Çу, 2015

Мухтава тивĕçлисем те, тăшмансем те хамăр хушăрах...

«Çапăçура пулмасăр пурнăç хакне чухлаймăн», - тенĕ ваттисем. Тен, чăннипех те, çапла. Сăмахăм вăрçăри çапăçу пирки кăна пымасть. Кулленхи ырăпа усал кĕрешĕвĕнче те вĕçĕмсĕр суйлав тума тивет-çке-ха. Хури е шурри енче-ха эпир. Мĕн е кам хĕтĕртет пире пĕрешкел лару-тăрурах тĕрлĕрен хăтланма.

7 Çу, 2015

Çерем çинче вылярĕ çиçĕм

Аслă Çĕнтерÿ 70 çул тултарнине халалласа Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ «Çерем çинчи çиçĕм» трагикамит хатĕрлерĕ. Премьерăна артистсем апрелĕн 29-мĕшĕнче куракансем патне çитерчĕç. Пьеса авторĕсем - Анатолий Хмытпа Вячеслав Оринов.

7 Çу, 2015

Чăваш иккенне çамка çине çырса хунă

Вăрнар районĕн администрацийĕн вĕренÿ пайĕн пуçлăхĕ Маргарита Тихонова патне янă çырăва илтĕмĕр. Ăна пирĕн пата та çитернĕ май пичетлеме йышăнтăмăр.

7 Çу, 2015

Вĕсен паттăрлăхĕ вилĕмсĕр

Кашни çемьен хăйĕн паттăрĕсем. Пирĕн асатте-асанне, кукаçи-кукамай Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче çапăçнă... Пĕрисем хаяр çак 4 çула утса тухнă, теприсем юнлă çапăçура пуç хунă...

7 Çу, 2015

Хусан çийĕн вĕçрĕç тĕрĕксен янравлă сăввисем

Азербайджанăн тĕп хулинче Бакура иртнĕ Тĕрĕк тĕнчин çамрăк çыравçисен форумĕнче пулса курнăранпа вăхăт нумай та хыçа юлмарĕ - шăпа Хусанта апрель уйăхĕн вĕçĕнче йĕркеленнĕ çакнашкал фестивале илсе çитерчĕ.

Pages