Культура

8 Çу, 2015

Пĕр çыншăн - самолет

Тĕнчере кам хуçа? Вăй питти ирсĕр çынна влаç тилхепине тыттарма юрать-и? Мĕн патне илсе çитерет çакă? Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ Чăваш патшалăх çамрăксен театрĕ "Çерем çинчи çиçĕм" çĕнĕ спектакльпе кураканăн кăмăлне тупрĕ.

8 Çу, 2015

Тăнăç пурнăçа хакласчĕ

Çу уйăхĕ ăшă та тÿлек çанталăк çеç мар, чаплă та пысăк уяв та илсе килет. Аслă Çĕнтерÿ кунне кам кĕтмест-ши? Астăватăп: мĕн ачаран çак кун умĕн ялти паттăрсене асăнса лартнă палăк тавра шăлса тасататтăмăр. Уяв çитсен вара унта шкулĕпех каяттăмăр. Малта пыракансем тĕрлĕ чечек-хăюпа илемлетнĕ, чăрăш лăссинчен çыхса çавăрнă венок йăтса пыратчĕç. Ăна тивĕçлисене çеç шанатчĕç. Ял халăхĕ те йышлă пухăнатчĕ.

8 Çу, 2015

«День Победы» юрра Республика Пуçлăхĕ те халăхпа пĕрле юрланă

Майăн 6-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Пĕтĕм Раççейри общество акцийĕпе килĕшÿллĕн каçхине 6 сехетре Шупашкарти Республика лапамĕнче пысăк йышпа «День Победы» юрра юрлама хутшăннă. Юнкун çакнашкал мероприятисем пĕтĕм çĕршывĕпе иртнĕ.

Pages