Культура

15 Çу, 2015

Ентешсем çинчен - фильм та, кĕнеке те

Елчĕк районĕнчи Кушкă ялĕнчен канăçсăр, пурне те пĕлме юратакан икĕ таврапĕлÿçĕ тухнă. Саккăрмĕш теçеткене вакланă И.Трофимов вырăнти пĕрлешÿллĕ хуçалăхра бригадирта, агрономра, колхоз председателĕн заместителĕнче вăй хунă. Унтан чĕрĕк ĕмĕр кĕçĕнрех В.Галошев 1995 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетне пĕтернĕ хыççăн çак аслă шкулăн наука сотрудникĕнче, тĕрлĕ хаçат редакцийĕнче тата Чăваш Патшалăх Канашĕн аппаратĕнче ĕçленĕ.

15 Çу, 2015

Паттăрсене мухтаса, пуç тайса

Аслă Çĕнтерĕве халалласа республикăра вун-вун, çĕр-çĕр мероприяти иртрĕ. Вĕсене йĕркелеме культура ĕçченĕсем хастар хутшăнчĕç. Музейсемпе театрсенче, библиотекăсемпе культура çурчĕсенче ĕç "вĕресе" тăчĕ. Паллах, пурин çинчен те çырса кăтартаймăпăр, анчах та пĕлтерĕшлисем çинчен кĕскен те пулин пĕлтересшĕн.

"Вăрçă плакачĕсем"

15 Çу, 2015

Ретрофильм та, велочупу та, «Нарспи» поэма та... пĕр каçра

Майăн 16-мĕшĕнче çĕршывра «Музейри каç» акци ирттерме палăртнă. Унта пирĕн республикăри музей ĕçченĕсем те хутшăнма кăмăл тăваççĕ. Кăçалхи асăннă мероприятие вĕсем Аслă Çĕнтерĕве, Раççейри Литература çулталăкне тата Чăваш Енри Константин Иванов çулталăкне халаллаççĕ.

Сăмахран, Чăваш наци музейĕнче çак каç яланхи пек лăпкă пулмĕ, унăн Музейпе курав центрĕнче фронтпа çыхăннă мероприятисем иртĕç, администраци çуртĕнче - тыла халалланисем. «Музейри каç» çавăн пекех ретро-фильмсемпе те, концерт программипе те, тĕрлĕ тĕлпулупа та асра юлĕ.

15 Çу, 2015

Юрий Артемьев: «Ялан хам мĕн шухăшланине çырнă»

Пурнăç йăлтах хăйне кирлĕ пек тата хăйĕн вăхăчĕ çитсен тин пĕр-пĕр пулăма ĕмĕрлĕх арманĕ витĕр çавăрттарса кăларать. Паллă критикăн Юрий Артемьев профессорăн «Константин Иванов: Жизнь. Судьба.

15 Çу, 2015

Туйсем те, тумсем те - тĕрлĕрен

Туйра тукмак та йăваннă тет те - хальхи мăшăрлану хăшпĕр уявне çитсе курсан тукмакшăн мар-тăк, этемшĕн тĕлĕнмелле кăсăкли тупăнатех. Ăру хыççăн ăру çитĕнет - ÿсĕм çитнĕ май, Турă çырни тупăннăçем кашниех çемье çавăрма тăрăшать. Пурнăçри паллă çак пулăма еплерех асра хăварассине кашни мăшăр хăйсен хушшинче килĕшсе татăлать. Самана ĕлĕкхи хытса ларнă йĕркесенчен пăрăнма чарманнине кура ятсăр пÿрнене çĕрĕ тăхăнма ЗАГС уйрăмне тĕрлĕ тумпа пыраççĕ çамрăксем. Шурă пĕркенчĕклĕ хĕрпе ятуллă классика костюмĕ тăхăннă йĕкĕте кăна мар, байкерсен, сунарçăсен тумĕллĕ каччăпа пикене те курма пулать регистраци иртекен залра. Акă, Шупашкарти ЗАГСрах çырăнтаракансем киносăнарсен тумĕпе капăрланнисем те, рокерсен çурăк футболкиллисем те, готсен бархатпа илемлĕ чĕнтĕртен çĕлетнĕ кĕписене тăхăннисем те пулни çинчен калаççĕ.

Pages