Культура

27 Çу, 2015

Тĕнче поэзийĕн классикĕ Константин Иванов çуралнăранпа ­- 125 çул

Хамăрпа пĕрле вĕренекен ачасем хушшинче хура çÿçлĕ, илемлĕ сăн-питлĕ пĕр ача пурччĕ. Çав тери лăпкă, тÿлек ачаччĕ вăл. Калаçнă чух унăн питçăмартисем пăт путса çавраланатчĕç, сăмси тÿрĕччĕ, хура хăмăр куçĕсем пысăк та илемлĕччĕ* хăш чух вăл, темĕн çинчен шухăша кайса, салхуллăн пăхатчĕ.

27 Çу, 2015

Тĕрĕслĕхпе ирĕклĕх йыхравçи

Чăваш юрри-сăввин кĕрнеклĕ ăсти Константин Васильевич Иванов çуралнăранпа 125 çул çитнине палăртса 2015 çулхи çу кунĕсенче Атăлпа Урал хутлăхĕ тăрăх шăхлич-шăпăр сасси йыхравлăн янăраса тăрĕ.

27 Çу, 2015

Илемпе ăс-пурлăх хуçисем

Паян - Пĕтĕм Раççейри библиотека кунĕ. Кĕнеке пирĕн пурнăçра пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине шута илсе 1995 çултанпа паллă тăватпăр ăна. Шăпах çак кун 20 çул каялла эпир Раççейри пĕрремĕш вулавăша - паянхи Раççей наци библиотекине - йĕркелесе янăранпа 200 çул çитнине сумлăн уявланăччĕ.

Хальхи вăхăтра Чăваш Енре 511 вулавăш, унта 1125 библиотекарь ĕçлет. Патшалăх тата муниципалитет шайĕнчи ăс-пурлăх фондĕнче пурĕ 9561,1 пин экземпляр документ упранать.

27 Çу, 2015

Ял музейĕ чĕрĕк ĕмĕр тултарчĕ

Музей – аваллăхпа паянхи куна тата малашлăха çыхăнтарса тăракан вырăн. Иртнĕ кунçул нихăçан та çухалмасть, вăл халăх асĕнче юлать, хăй хыççăн ăс-тăн тата пурлăх культурин палăкĕсене хăварса паянхи куна, малашлăха тĕрĕс курса тăма пулăшать. «Аваллăхсăр малашлăх çук» тени - тĕрĕс сăмах.

Pages