Культура

19 Нарăс, 2014

Пучинкесем энциклопеди кăларасшăн

Хальхи вăхăтра «энциклопеди» сăмах çăвар уççи пулса тăчĕ. Ăслăлăх кăларăмĕсене вулакансем патне çитерес тĕллевпе кам кăна ĕçлемест-ши? Коллективсем кăна мар, уйрăм çынсем те тăрăшулăх, пуçарулăх кăтартаççĕ. Хуласен, районсен, ялсемпе поселоксен, тĕрлĕ шайри вĕренÿ заведенийĕсен, фабрикăсемпе заводсен т.ыт.те. Çавăн пек кĕнекесем кун çути кураççĕ. Ку ыйту ÿлĕмрен те кун йĕркинчех тăрĕ, çынсем ăна татса панă чухне тивлетлĕх-тивĕçлĕх палăрăмĕсене чи малти вырăна хурĕç.

19 Нарăс, 2014

Салтакăн чи пысăк телейĕ

ЧР Патшалăх хальхи вăхăтри истори архивĕнче, архивсен пĕрлештернĕ фондĕнче, Тăван çĕр-шывăн 1941-1945 çулсенчи Аслă вăрçин ветеранĕн, ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕн Аркадий Самаринăн /1919-2000/ докуменчĕсем упранаççĕ. Аркадий Алексеевич çуралнăранпа кăçалхи кăрлачра 95 çул çитрĕ. Тĕлĕнмелле çак çын пирки вулавçăсене каласа кăтартас килет.

Кам-ха вăл, ăçта çуралнă, мĕн ĕçлесе пурăннă?

18 Нарăс, 2014

"Хыпар" хаçат, 2014 ç. нарăс уйăхĕн 18 мĕшĕнчи 30№

  • Пирĕн республика малти вырăнта.
  • Ялта пурăнса... выçса вилме пулать иккен.
  • Сочири куравра - Чăваш Ен.
  • Пушар ытларах тухнă.
  • "Чăваш тĕнчи" ятарлă кăларăм.
  • Чăваш орфографи словарĕ ку таранчченех калаçтарать.
  • Спорт. Реклама.
18 Нарăс, 2014

Юррисем хăйне евĕрлĕ

Николай Герасимович Корсаков 1932 çулта Тутар Республикинчи Теччĕ районĕнчи Победа поселокра çуралнă. Ялти пуçламăш шкулта тăватă çул вĕренсен Ăнăри тулли мар вăтам шкула çÿреме тытăннă. Унтан вĕренсе тухсан Кăнна Кушкине çул тытнă.

18 Нарăс, 2014

Йăхташăмăрсене кĕпĕрнаттăр саламланă

Мурманскри С.М.Киров ячĕллĕ культурăпа халăх пултарулăх керменĕнче ку тăрăхра пурăнакан тĕрлĕ наци çыннисен йăлана кĕнĕ «Туслăх фестивалĕ» иртнĕ. Кăçалхипе тăххăрмĕш хут.

Pages