Культура

23 Утă, 2014

Республикăпа паллаштарать

"Чувашская Республика. Приглашение к сотрудничеству" кĕнекен 14-мĕш кăларăмĕ кун çути курчĕ. Ун пирки пĕр иккĕленмесĕрех ăнăçлă аталанакан регионăн визит карточки теме юрать.

23 Утă, 2014

Чăваш юрри-ташши - Америкăра

Уявсемпе çыхăннă шавлă, хаваслă кунсем иртсе кайрĕç. Ача-пăча вĕри хĕвел айĕнче хĕртĕнет, ăшă шывра чăмпăлтатать. Аслисен пысăк пайĕ те канура. Ял çыннисен вара питĕ яваплă тапхăр - ĕççи. Культура ĕçченĕсем вĕсене тĕрлĕ майпа пулăшса, хавхалантарса пыраççĕ.

23 Утă, 2014

«Шуçăм» çути

Тÿскелсем районти ытти çыншăн тĕслĕх шутланаççĕ. Пур енĕпе те маттур вĕсем: ĕçлес, юрлас-ташлас тĕлĕшпе те, спортра та малтисен ретĕнче. Пĕр-пĕринпе туслă пурăнни йывăрлăха çĕнтерме пулăшать. Акă чылай çул маларах çамрăксем субботниксем йĕркелесе спортзал, ташă площадкипе парк тунă, темиçе пĕве пĕвеленĕ. Унта пулăсем янă.

22 Утă, 2014

Якутсем сас пачĕç

Якут халăх сăвăçи Семен Руфов 85 çул урлă каçнă пулин те вулакансене çулсерен хăйĕн çĕнĕ кĕнекисемпе паллаштарсах тăрать. Темиçе çул каялла вăл куçарнă сăвăсен антологийĕ «Çăлтăрлă тÿпе» ятпа пичетленсе тухнă. Унта тĕнчери 27 чĕлхепе çырнă 92 авторăн сăвви-поэми кĕнĕ.

Pages