Культура

9 Çурла, 2014

Асамлăх... пирĕнпе юнашарах

Шанăçпа канăç çухатнă çын яланах лăпкăлăх шырать, асамлăх кĕтет. Алă усăнсан та ырă малашлăха ĕненни, чăнах, вăй парать. Етĕрне районĕнчи Пушкăртра пулса курнă хыççăн çакнашкал пĕтĕмлетÿ турăм: çут тĕнчене телей курмах çуралать этем.

9 Çурла, 2014

Йывăçран пулин те - хăвачĕ пурах

"Икĕ пуртă, çĕçĕ, алă пăчки тата... ĕмĕт! Чиркÿ хатĕр те", - шÿтлерех пĕтĕмлетет вăл. Вăрмар районĕнчи Энĕшпуçĕнче пурăнакан Николай Ильин ятарлă станоксăр, алă туйăм-сисĕм вăйне кăна шанса арман, чиркÿ, карап макечĕсене ăсталать.

9 Çурла, 2014

Улшăнусем пуласса шанатăп

Эпĕ - пурнăç тути-масине курнă çын, унăн хакне аван чухлатăп. Хыçа юлнă кун-çулăма аса илнĕ, тишкернĕ май пуçра тĕрлĕ шухăш явăнать: пурне те кирлĕ пек пурнăçларăм-ши, çутă тĕллевсенчен хăшĕ-пĕри мĕншĕн ĕмĕтре кăна юлчĕ-ши?

Пирĕнтен кашниех çĕр çине çут çанталăк тивлечĕпе ырă курса пурăнма килет. Пурин те телейлĕ пулас, хăйĕн хыççăн ырă йĕр хăварас, ывăл-хĕре халăха юрăхлă çитĕнтерес ĕмĕтпе малалла ăнтăлас килет.

9 Çурла, 2014

Ватăсемшĕн меллĕ

«Ĕмĕр сакки сарлака, анчах ĕмĕрĕ кĕске», - шăрантарать паллă юрăç уçă сассипе. Çак кĕске те шутлă кунсенче тем те куратпăр, тÿсетпĕр. Тăнлав ахальтен шуралмасть пулĕ. Çын ватăлса ĕçлейми пулсан çапла калать: «Кама кирлĕ ĕнтĕ халь эпир?» Епле кама?

7 Çурла, 2014

«Пушкăртра çеç мар пулăпăр иксĕмĕр...»

"Уфа" сăмах пĕлтерĕшне тĕрлĕ тĕпчевçĕ тĕрлĕ ăнлантарать. Пĕрисем "уба" авалхи тĕрĕк сăмахĕнчен /вăл "сăрт", "тĕмеске" тенине пĕлтерет/ пулса кайнă теççĕ. Тепĕр ушкăна кĕрекен тĕпчевçĕсем Уфа ятлă юхан шывăн авалхи "Уппа" ятран пулнă теççĕ. Пушкăртсен "Упай" йăх-несĕл ятран та пулма пултарнă текен сăмах-юмах та пур.

Pages