Культура

14 Çурла, 2014

Тен, тăванĕсем паллĕç?

Çак сăн ÿкерчĕке 1914 çулсенче Санкт-Петербургра тунă. Унта ентешсем те пур. Сăмахран, Кĕчкей вулăсĕнчен. Çапăçури тусĕсемпе пĕрле историн хаклă реликвийĕнче манăн асатте, империализм тата граждан вăрçине хутшăннă унтер-офицер Максим Иванович Иванов та сăнарланнă. Ыттисем камсем-ши? Тен,тăванĕсем палласа илĕç?..

14 Çурла, 2014

"Каганлăх тĕпренчĕкĕ"

Чăваш кĕнеке издательствинче Митта Ваçлейĕ ячĕллĕ преми лауреачĕн Евгений Турхан журналистăн, писателĕн "Каганлăх тĕпренчĕкĕ" истори-приключени романĕ пичетленсе тухрĕ.

13 Çурла, 2014

«Кунер», ентеше тĕлĕнтер!

Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Çичĕпÿртри культура çуртне уçнăранпа кăçал 55 çул çитет. Йывăç çурта тул енчен хитре «тумтир» тăхăнтартнă. Иртнĕ çул Шĕнерпуç ял тăрăхĕ ятарлă программăна хутшăнса укçа-тенкĕллĕ пулнă. Çавна май асăннă клуб валли те нухрат тупăннă кăштах. Шел, ăна шал енчен юсама укçа çитмен.

Pages