Культура

15 Çурла, 2014

«Людмила пур чухне...»

Пурăнса ирттернĕ кашни кун историре юлать. Çапла майпа çул хыççăн çул иртет. Çĕнĕ пулăмсем халĕ мĕн пуррине манăçа кăлараççĕ, кивелнĕ япаласем кирлĕ мар пулса юлаççĕ. Эпир вĕсенчен хăтăлма тăрăшатпăр, çĕннисене çул паратпăр. Телее, «аваллăхпа» сыв пуллашма васкаманнисем те пур-ха.

15 Çурла, 2014

Музея итальянсем те çитсе курнă

Пÿлĕмрен пÿлĕме утнă май хăвна пĕр-пĕр илем тĕнчине лекнĕн туятăн. Музейра выртакан тĕрлĕ тапхăрти япалан хăйĕн историйĕ. Акă - кĕнчеле. Кунта «Елена Николаевна. 1908 çул» тесе çырнă. Çак хĕрарăмăн ячĕпе ашшĕ ячĕ çеç паллă. Унăн хушаматне те, вăл ăçта пурăннине никам та пĕлмест.

15 Çурла, 2014

Рекордсен кĕнекине кĕме тивĕç

Патăрьел районĕнчи Нăрваш Шăхаль чапĕ пирĕн саманара питĕ çÿле çĕкленчĕ. Кунти мухтавлă çынсене тата вырăнти «Труд» ЯХПК хисеплĕ ĕçченĕсене халĕ тĕнчери вун-вун çĕр-шывра пĕлеççĕ.

15 Çурла, 2014

Турă сăвапланса ылмашăннă кун. Сăпас

Çурла уйăхĕн 19-мĕшĕнче пан улми Сăпасĕ. Çак кун пан улмине тата ытти улма-çырлана чиркÿре сăвапланă. Сăпасчен пан улми çиме юрамасть тесе калаççĕ хăшĕсем. Анчах ку тĕрĕсех мар пулĕ. Çак кун улма-çырлана сăваплани - эпир илекен çимĕç йăлтах Турă пилленипе панă пурлăх иккенне йышăнни. Этемĕн çавна асра тытмалла, Турă умĕнче эпир ĕçлесе тунă тухăçшăн тав тумалла. Тÿрĕ ĕçлесе тупăш илме пил ыйтмалла.

Сăпасра пан улмирен тĕрлĕ апат хатĕрлеççĕ. Пан улми кукăлĕ, шарлотка... Пĕр-пĕрне улма-çырлапа хăналаççĕ. Сăпас хыççăн ăшă çанталăк вĕçленет - çуллана ăсатаççĕ.

Pages