Культура

23 Çурла, 2014

Кĕвĕ-çемĕпе ÿкерчĕк тăвакансем

Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти «Картина» ансамбль юрăçисем - хăйне евĕр художниксем. Вĕсем пурнăç саманчĕсене, çут çанталăк илемне кĕвĕ-çемĕ вăйĕпе ÿкерчĕклесе халăх умне кăлараççĕ.

22 Çурла, 2014

«Ытларах юратмалла пулнă манăн...»

Пурăннă пулсан Чăваш халăх поэчĕ Геннадий Айхи çурла уйăхĕн 21-мĕшĕнче 80 çул тултармаллаччĕ. Шел, çак куна кĕтсе илеймерĕ. Анчах вăл пирĕнпех: асăмăрта, сăввисенче... Çакна Шупашкарта, тăван хутлăхĕнче - Патăрьел районĕнче - ирттерекен тĕрлĕ мероприяти аван çирĕплетет.

22 Çурла, 2014

Хавхалану çулталăкĕ те пултăрччĕ

Чăваш литературин классикĕн К.В.Ивановăн еткерлĕхне тĕнче шайĕнче хакланине шута илсе, ун ятне ĕмĕр асăнмалăх хăварас тата литература пĕлтерĕшне ÿстерес тĕллевпе Чăваш Республикин Пуçлăхĕ М.В.Игнатьев 2015 çул К.В.Иванов çулталăкĕ пулĕ тесе пĕлтерчĕ. Çак Указ халăха чылаях калаçтарчĕ. Патшалăх шайĕнче хамăр халăхăн мухтавлă ывăлне хисеп тунине нумай çын ырласа йышăнчĕ. Чăваш çыравçисем, сăмахран, урамра тĕл пулсан: «Тинех пирĕн пурнăç çăмăлланать», - теççĕ йăл кулса алă тытнă май.

22 Çурла, 2014

Вут-кăвар илеме те шеллемен

Илем тĕнчене çăлать теççĕ. Ку тĕслĕхре вара урăхларах килсе тухнă. Вут-çулăм живопиçе пĕр хĕрхенÿсĕр кĕл купине çавăрнă. Сăмахăм Муркаш районĕнчи Мăн Сĕнтĕрти Валентина Бочкаревăпа унăн ашшĕн Константин Гавриловăн /Каккăр Кĕçтенккийĕ тенĕ ăна/ картинисем пирки.

22 Çурла, 2014

Ĕç лаши

Ача çуралнине "çума" юлашки хут хăçан кайнине те ас тумастăп, виле çине вара час-часах кайма тивет. Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитменнисем нумай вилеççĕ – хĕрĕх-аллă çулсенчи арçынсемпе хĕрарăмсем. Тепĕр вăтăр-хĕрĕх çул таплаттарса пурăнмалла пек. Çук вĕт. Каяççĕ те каяççĕ пĕрин хыççăн тепри. Пĕрне асăнмалли хĕрĕх кун çитмен, тепри автансăр яла ăсанать.

Çăва çине черетлĕ çамрăка пытарнă чухне пĕр хуçалăх ертÿçи хурлăхлă митингра çапла каланăччĕ:

– Турă леш тĕнчене ĕçлеме пултаракан, вăй питти çынсене илсе каять...

Pages