Культура

26 Çурла, 2014

«Чавал» пуçарăвĕпе

Хĕрлĕ Чутай районĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ тĕп хулара пурăнакансем яланах пуçарăллă. Культура çулталăкĕнче вĕсен хастарлăхĕ тата та ÿсрĕ. «Чавал» /Хĕрлĕ Чутайсен ентешлĕх ячĕ/ пуçарăвĕпе район центрĕнче пысăк концерт иртнĕ.

26 Çурла, 2014

Ял туризмне çĕклесшĕн

Федерацин Атăлçи округĕнчи культура учрежденийĕсем Культура çулталăкĕнче палăртнă тĕллевсене мĕнле пурнăçласа пыни пирки çĕртме уйăхĕнче Шупашкарта пысăк мероприяти иртнĕччĕ. Ун чухне вырăнтан килнĕ министрсем, яваплă ытти специалист хăйсен опычĕпе паллаштарнăччĕ.

26 Çурла, 2014

«Пучах» уй-хире тухать

Элĕк районĕнчи ял тăрăхĕсен хушшинчи культурăпа кану центрĕ çумĕнче темиçе çул ĕнтĕ «Пучах» агитбригада ĕçлет. Культура çулталăкĕнче вăл хăйĕн ĕç-хĕлне тата та лайăхлатнă. Ĕççи вăхăтĕнче хуçалăхсене тухса çÿрессине хăйĕншĕн уйрăмах пĕлтерĕшлине палăртнă. Çак кунсенче «Пучах» «Авангард» ЯХПКна çитсе килнĕ.

26 Çурла, 2014

Пан улми сăпасĕнче - ял кунĕ

Муркаш районĕнчи Оринин ялĕн кунĕсем халĕччен те иртнĕ-ха, Культура çулталăкĕнче ăна тата мăнаçлăрах йĕркелеме тăрăшнă. Пан улми сăпасĕнче ял хушшинчи тÿрем савăнăçлă сасăпа кĕрлесе тăнă. Хастарсем тăрăшнипе пысăк хуранпа шÿрпе пĕçернĕ, сĕтел тутлă апат-çимĕçпе тулнă.

Уява Орининти информаципе культура центрĕн ĕртÿçин Венера Васильевăн уçă сасси шăрантарнă юрă уçнă. Ял уявĕпе халăха Оринин ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Александр Волков, Муркаш район депутачĕ Виталий Иванов, ял старости Юрий Соловьев саламланă.

Pages