Культура

Кăçалхи çырăнтару савăнтарчĕ те, тĕлĕнтерчĕ те: «ЛИК» журнала 1-мĕш çур çулта илсе тăмашкăн çĕр-шыври 60 ытла хулара çырăннă! Аçтăрханпа Махачкалара, Краснодарпа Иркутскра, Петербургпа Тобольскра... Аякра пурăнакан вулакансем ăçтан пĕлнĕ пирĕн журнал пирки? Почта çуртне ÿркенмесĕрех çитсе çырăнас кăмăлĕ мĕнле çуралнă?

Чăваш комсомолĕн Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ преми лауреачĕ «Тантăш» хаçат хăйĕн тивĕçне туллин пурнăçлать. Чăваш ачин пурнăçне, унăн шухăш-кăмăлне, ĕмĕт-тĕллевне май килнĕ таран анлăн çутатма «Тантăш» ĕçченĕсем кашни кун тенĕ пекех çула тухаççĕ, вулакансемпе тĕл пулса калаçаççĕ.

«Эпĕ - Хусан тăрăхĕнчи чăваш. 1957 çулта тухса кайнă ялтан. Чăвашсем çук эпĕ пурăнакан çĕрте. Тăван чĕлхене манас килмест. Çавăнпа яланах çырăнса илетĕп «Тăван Атăла». Ку йĕркесем Смоленск облаçĕнчи Холм-Жирковский районĕнчи Канютино станцире пурăнакан Раиса Михайловна Парфентьева çырăвĕнчен.

Трак тăрăхĕнчи Çĕньял Упире çуралса ÿснĕ Саша Яковлев тăван ялти шкулта вĕреннĕ чухнех çитĕнсе çитсен хаçатçă /хальхилле каласан - журналист/ пулма ĕмĕтленнĕ. Вун икĕ çулта чухне пирвайхи сăввисемпе заметкисем районти "Ял пурнăçĕ" хаçатра, тепĕр çул вара Шупашкарта çĕнĕрен тухма пуçланă "Пионер сассинче" пичетленнĕ.

Pages

Subscribe to Культура