Культура

Иртнĕ шăмат кун Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче Раççей тата Чăваш пичечĕн кунĕсене халалланă мероприяти иртрĕ. Журналистсемпе полиграфистсене, пичет ĕçĕн ветеранĕсене професси уявĕпе саламлама республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев та килсе çитрĕ.

Кăçал - Культура çулталăкĕ. Çавна май Çĕрпÿсем хулана илемлетме тытăннă, этнокультура паркĕ тума шухăшланă. Тĕрĕссипе, парка пĕлтĕрхи кĕркунне уçнă, чÿк уйăхĕнче çак ятпа савăнăçлă мероприяти те иртнĕ. Анчах кăшт вăхăт иртсен ĕç чарăннă. Мĕн сăлтавпа-ха?

Вĕрентÿпе культура - этем пурнăçĕнчи чи пĕлтерĕшлĕ енсем. Мĕнпе çыхăнса тăраççĕ-ха вĕсем? Çак ыйту тавра калаçăпăр паян «Чуна уçса калаçар» тĕпелте Шупашкарти Н.В.Смирнов ячĕллĕ 33-мĕш вăтам шкулăн чăваш чĕлхипе литературин вĕрентекенĕпе Ирина Диаровăпа. «Талантсăр ачасем пулмаççĕ.

Çĕнĕ çул уявĕ хыçа юлчĕ. Хĕл Мучисемпе Юр Пикесем хăйсен тумĕсене хыврĕç. Шупашкара волонтер мелĕпе килнĕ Йокко Култима финăн тăван хулинче вара çулталăк тăршшĕпех уяв, мĕншĕн тесен вăл Санта-Клаус ялĕнче пурăнать. Чăваш Ене килнĕ çамрăкпа паллашма васкарăм, вырăсла пĕлменскерпе акăлчанла пуплеме тиврĕ.

"Хыпар" - пĕрремĕш!

Чăваш Енре потребкоопераци йĕркеленнĕренпе 120 çул çитнине халалланă конкурсра Чăваш халăх хаçачĕ пĕрремĕш вырăн йышăннă.

Çĕмĕрле хулин - çĕнĕ пуçлăх

Çĕмĕрле хула депутачĕсем сĕннĕ виçĕ кандидатурăран сити-менеджер должноçне хĕрарăма çирĕплетнĕ.

Патшалăх укçипе тухăçлă усă курмалла

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвĕнче 2014-2020 çулсенче физкультурăпа спорта аталантармалли программăна, ĕçсĕрлĕх шайне чакарас, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма субсиди парса пулăшмалли правилăсене тишкернĕ.

Pages

Subscribe to Культура