Культура

4 Авăн, 2014

«Çул-йĕр правилисем çамрăк çуран çÿрен куçĕпе»

пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсĕ

Кăçалхи утă уйăхĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа авăн уйăхĕн 25-мĕшĕччен «Çул-йĕр правилисем çамрăк çуран çÿрен куçĕпе» пултарулăх ĕçĕсен республика конкурсĕ пырать. Ăна Чăваш Республикин ачасемпе çамрăксен вулавăшĕн тата Елена Светлая çыравçăн «Чăваш Енĕн çамрăк çул çÿренĕсем» проекчĕпе килĕшÿллĕн, «ЛУКОЙЛ» уçă акционер обществин пулăшăвĕпе ирттереççĕ.

Конкурса шкул çулне çитмен тата шкула çÿрекен вун пилĕк çултан кĕçĕнрех ачасем тата аслисем (номинацисемпе килĕшÿллĕн) хутшăнма пултараççĕ.

4 Авăн, 2014

"Хыпар", № 172, 2014, авăн, 4, кĕçнерни кун

"Ĕçе те спорт тумĕпех каясчĕ", - тет Роза Власова корреспондент. Çак шухăша вăл республикăра юпан 9-11-мĕшĕсенче иртекен "Раççей - спорт çĕр-шывĕ" форумпа çыхăнтарса палăртать. Çак спорт уявне тĕрлĕ регионтан килекен пин-пин хăна хутшăнасси куç кĕрет.

4 Авăн, 2014

Чăваш ятне çĕклерĕ çÿл тÿпе таран

1962 çулхи çурла уйăхĕн 11-мĕшĕ чăваш тĕнчине мăнаçланмалли хыпарпа тĕлĕнтернĕ: тĕнче уçлăхĕнче - Сĕнтĕрвăрри районĕнчи Шуршăлти хресчен çемйинче çуралса ÿснĕ Андриян Григорьевич Николаев!

4 Авăн, 2014

Урай Макаç 265 çулта

Çак кунсенче Шупашкар районĕнчи Урай Макаçсем ял 265 çул тултарнине паллă тунă. Хаклă хăнасене тĕп урамра çăкăр-тăварпа кĕтсе илнĕ. Аслă ăру çыннисене лаша кÿлсе кÿмепе /каретăпа/ ярăнтарнă.

Pages