Культура

13 Авăн, 2014

Айхин юлташĕсем Чăваш Еншĕн тунсăхлаççĕ

Чăваш халăх сăвăçин Геннадий Айхин чикĕ леш енчи юлташĕсем Правительство çуртне пуçтарăнчĕç. Вĕсем, Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен килнĕскерсем, Геннадий Николаевичăн ĕçĕсене куçарса вулакан патне çитереççĕ. Хăнасем амăшне халалланă "Вун пилĕк çултан" сăвва чăвашла, акăлчанла, норвегилле, шведла вулани чуна хускатрĕ.

12 Авăн, 2014

Çыравçă ĕмĕтпе çунатлă

Тинех! Раççей Президенчĕ В.Путин 2015 çула Литература çулталăкĕ, республика Пуçлăхĕ М.Игнатьев Константин Иванов çулĕ тесе йышăннине илтсен, пытармастăп, чунăмра тÿрех ăшă та ырă, çутă та кăмăллă пулса кайрĕ.
12 Авăн, 2014

Айхи йывăр самантра чăвашла çырнă

Иртнĕ ытлари кун Шупашкара Аслă Британирен, Швецирен, Норвегирен Геннадий Айхи хайлавĕсене куçарнă Питер Франс, Анника Бэкстрăм, Микаэль Нюдаль, Гуннар Вэрнесс килсе çитнĕ. Хăнасем поэтăмăрăн ырă ятне тепĕр хутчен аса илес, унăн сăввисемпе кăларнă «Ултă сăвă» кĕнекипе паллаштарас тĕллев тытнă.

12 Авăн, 2014

“Çынсем чăн-чăн картинăна уйăраймаççĕ”

Авăнăн 12-мĕшĕ - ÿнерçĕсен кунĕ. Искусствăн çак тĕсĕ Чул ĕмĕртех пуçланнă. Ÿнерçĕсем чул çинче ÿкернĕ. Цивилизаци вăй илсен вĕсем хăйсен пÿрчĕсене ÿкерчĕксемпе илемлетме тытăннă. Искусствăн çак тĕсĕн çыннисем сăрăсем ăсталанă.

12 Авăн, 2014

“Пурнăçăма культурăпа çыхăнтарнăшăн савăнатăп”

Интернет тĕнчене карса илнĕ вăхăтра музейсем еплерех аталанаççĕ-ши? Халăхпа çыхăну татăлман-и? Ара, музейсен тĕп тĕллевĕ - çынсене экспонатсемпе паллаштарасси тата пуян информаципе тивĕçтересси-çке.

Pages