Культура

Акă пĕтĕм тĕнче кĕтнĕ Олимпиада кунĕсем çитрĕç. Ку уява Раççей чылай çул хатĕрленчĕ. Халĕ тĕп вырăнта - ăна тивĕçлĕ шайра ирттересси. Олимп вăййисене хутшăнакан спортсменсемсĕр пуçне ăмăртусене курма каякан та чылай.

Шупашкарти "Радуга" курав центрĕнче "Искусство хатĕрĕсемпе çемьен кăмăл-сипет пахалăхĕсене аталантарасси" ятпа канашлу иртрĕ. "Çавра сĕтеле" йĕркелекенĕ - ЧР Общество палатин Культура, вĕрентÿ, этноконфесси хутшăнăвĕсен тата информаци политикин ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комитечĕ.

Чăваш Республикин Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствишĕн 2014 çул ахаль те питĕ яваплă - Культура çулталăкĕ. Иртнĕ çул вĕçĕнче тата пысăк тепĕр ĕç, çĕнĕ тытăм - туризм сфери - хушса панă. Министерство çак «лава» туртма хатĕр-и?

Çапла ят панă районта çулленех иртекен конкурс-фестивале. Кăçал ăна Культура çулталăкне тата Муркаш районне йĕркеленĕренпе 70 çул çитнине халалланă.

Кăрлачăн 24-мĕшĕнче Орининти информаципе культура центрĕнче «Шуракăш» юрăпа ташă ансамблĕ, Орининти халăх театрĕ, «Оринин ен» ветерансен хорĕ тата Мулкачкасси клуб-вулавăш çумĕнчи «Пучах», Атапайри клубра нумаях пулмасть çĕнĕрен ĕçлеме пуçланă «Сурпан» ушкăнсем сцена çине тухнă.

Программăна «Сурпанра» /ертÿçи ЧР культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Родион Петров/ юрлакансем уçнă. Регина Быкова шÿчĕсем халăха култарнă, шухăша янă.

Чăваш академи симфони капеллишĕн Культура çулталăкĕ ăнăçлă пуçланчĕ: ун оркестрĕ çĕнĕ инструментпа - арфăпа - пуянланчĕ. Халĕ кунта пур инструмент та пур.

Нумаях пулмасть инçетри Америкăран килсе çитнĕ кĕвĕ-çемĕ хатĕрĕн презентацийĕ иртрĕ. Капелла ертÿçи, Раççей халăх артисчĕ Морис Яклашкин пĕлтернĕ тăрăх - асăннă инструмент оркестрăн вăй-хăватне, пултарулăх шайне тата çÿлерех çĕклеме, репертуара пуянлатма май парĕ. Ку енĕпе иртнĕ çул Германире туяннă орган та пулăшĕ.

Pages

Subscribe to Культура