Культура

20 Авăн, 2014

Чăваш халăхĕн тĕп хаçатĕнче - "Хыпарта" - сире мĕн килĕшмест, мĕн çитмест, мĕн сĕнетĕр?

Чĕрĕлĕх варкăшĕ кĕртмелле

1906 çулта тухма пуçланă «Хыпар» - наци символĕ. Республикăри урăх нимĕнле кăларăм та чăваш халăхĕн тĕп хаçачĕ пулма пултараймасть. Хаçатра кам ĕçленине пăхмасăр «Хыпара» яланах юратса вуланă, вулăп та. Хăйне евĕрлĕ пулнипе те килĕшет вăл мана.

20 Авăн, 2014

«Вĕсем сăтăрçăлла, тăшманла ĕçсем туса пынă...»

1937 çулхи нарăсăн 23 - пушăн 5-мĕшĕсенче ВКП/б/ ТК Пленумĕ иртнĕ. Пуш уйăхĕн 3-мĕшĕнче И.Сталин хăйĕн тĕп доклачĕпе тухса калаçнă. Хăйĕн сăмахĕнче класс кĕрешĕвĕ çивĕчленнине пусăмласах палăртнă, совет патшалăхĕн тĕп тăшманĕсен шутне «троцкистсене», «хăш-пĕр органсенче ĕçлекен сăтăрçăсене, диверсантсене, шпионсене, çын вĕлерекенсене» çаврăннăскерсене, кĕртсе хунă. Вĕсемпе çĕнĕ меслетсемпе кĕрешме чĕнсе каланă.

19 Авăн, 2014

Тивлетлĕ чун-хавал çути

Чăваш тĕнчине, унăн пур шанчăк-ĕмĕтне сирсе сирĕлми хура чаршав хупласа тăнă саманара вун çичĕ çулти поэт чун-чĕринчен «Нарспи» поэма шăранса тухать. Ытарайми çав Илем тĕнчине пултарнă поэт кун çути курнăранпа часах 125 çул тулать.

19 Авăн, 2014

“Кашни кăларăм - çĕнĕ пурнăç пуçламăшĕ”

Мĕнлерех професси-ши вăл - журналист? Этем чунне мĕнпе тыткăна илме пултарать-ши «тăваттăмĕш влаç»? Çак ĕçе суйланисем ăна мĕншĕн нихăçан та пăрахасшăн мар?

Pages