Культура

20 Авăн, 2014

Хресчен пурнăçĕ çăмăлланать

"Трактор е трицикл çине ларса пăхас-и?" - Лазаревсен килĕнчи техникăна курсан манăн пуçа çакнашкал шухăш пырса кĕчĕ. Унашкаллине урăх ниçта та курман. Иккĕшне те кил хуçи хăй пуçтарнă. "Минск" мотоциклтан ăсталанă трициклпа ним мар 3 михĕ çĕр улми е тырă турттарма пулать.

20 Авăн, 2014

Ташăра - пурнăç, илем...

Общежитире пурăнатпăр. Чăвашĕ те, вырăсĕ те, тутарĕ те, узбекĕ те пур кунта. Килĕштеретпĕр темелле. Анчах паян сăмахăма тăванла пурăнни пирки мар-ха, чăваш культури çинченех пуçарас килет. Мĕн чухлĕ калаçатпăр-çыратпăр пулĕ, кашнинчех чун кÿтсе килнипе сăмахлатпăр - шел те, хуллен чакса пыратпăр!!! Шутпа та, чунпа та... Çĕр çинчи чăвашсен йышĕ сахалланни темиçешне кăна пăшăрхантарать паян. Пĕр-иккĕн çеç пĕве пĕвелес тенипе шыв тулса лараймĕ. Аяккăн-маяккăн çÿремесĕр хальхинче чунăма мĕн канăçсăрлантарнине пĕлтересшĕн.

20 Авăн, 2014

Телей куçĕ умри çула çутатать

Юлашки вăхăтра хулара мар, ялта чăвашла калаçма манса пыни, паллах, кăмăла хуçать. Çамрăк ăру тăван чĕлхепе хутшăнасшăн мар. Унашкаллине, чăн та, чун йышăнмасть. Шупашкар хĕрне Людмила Александровăна тĕслĕх вырăнне илсе кăтартас килет. Вăл хулара çитĕннĕ пулин те, такампа та чăвашла пĕр чĕлхе тупĕ.

20 Авăн, 2014

"Хыпар", 183-184 /26589-26590/ № №, 20. 09. 2014

Патшалăх Канашĕнче тĕрлĕ сий представителĕсем пулмалла: культура çыннисем, врачсем, учительсем...Ку обществăн анлăрах сийĕсен интересĕсене хÿтĕлеме май парĕ.

"Тăнăçлăх - парламентăн ăнăçлă ĕçĕн палли". 4 СТР.

20 Авăн, 2014

Тивлетлĕ чун-хавал çути

Чăваш тĕнчине, унăн пур шанчăк-ĕмĕтне сирсе сирĕлми хура чаршав хупласа тăнă саманара вун çичĕ çулти поэт чун-чĕринчен «Нарспи» поэма шăранса тухать. Ытарайми çав Илем тĕнчине пултарнă поэт кун çути курнăранпа часах 125 çул тулать.

Pages