Публицист шухăшĕ

16 Кăрлач, 2023

Иван Яковлев юбилейне çĕршыв шайĕнче паллă тумалла

Чăваш культурин патриархĕ Иван Яковлев çуралнăранпа кăçал 175 çул çитет. Республика кашни чăвашшăн хаклă çак куна сумлăн паллă тума хатĕрленет. Кун çинчен ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертӳçисемпе тунтикун ирттернĕ каншлура Чăваш Ен Пуçлăхĕ Олег Николаев пĕлтерчĕ.

12 Кăрлач, 2023

«Пирĕн чĕре витĕр çынсен шăпи тухать»

Раççей прокуратури йĕркеленнĕренпе 301 çул çитрĕ. Республика прокуратуринче ĕнер надзор органĕн сотрудникĕсене савăнăçлă лару-тăрура уяв ячĕпе саламларĕç.

28 Çĕртме, 2022

Каяшсен купинчи... коррупци

Çапла, унта та коррупци пур иккен. Çакна Коррупципе кĕрешессине йĕркелекен комиссин ытларикун ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕ çирĕплетрĕ. Унта ведомствăсем каяшсене пухас-тирпейлес ĕçри преступленисене, çав шутра бюджет укçине вăрланă тĕслĕхсене тупса палăртнине пĕтĕмлетрĕç.

25 Пуш, 2022

Çав кунсен çухалмĕ чапĕ

Раççей çарĕсем паян Украинăра çар операцийĕ ирттернине ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев Тăван çĕршывăн Аслă вăрçипе танлаштарчĕ: «Унта та нацизмпа кĕрешеççĕ…» Çавна май, ун шучĕпе, кăçал Çĕнтерӳ кунне уявлассипе çыхăннă мероприятисене паянхи лару-тăру та витĕм кӳмелле, çамрăксене патриотла воспитани парасси халь уйрăмах пысăк пĕлтерĕшлĕ.

8 Юпа, 2021

«Машинăсен сервис технологийĕсем» компанисен ушкăнĕ: Тракторсене çĕнĕ пурнăç парнелетпĕр

Шупашкарти «Машинăсен сервис технологийĕсем» компанисен ушкăнĕн ГК «Сервисные технологии машин» производство цехĕнче шавлă — ĕç вĕресе тăрать. Çĕнелнĕ Т-150 трактора кăтартнă май кунта ĕçлекенсем çак техникăна Оренбург облаçне ăсатма хатĕрленнине пĕлтерчĕç. Шупашкарта юсанă хăватлă К-700, Т-150 тракторсене чылай инçерех ăсатнă тĕслĕх те пайтах-мĕн – Иркутск облаçне, Хабаровск тăрăхне… Унта хăйсем юсаймаççĕ-шим? «Вĕсен пирĕн пек ăстасем çук», — шӳтлет компани директорĕ Игорь Павлов.

Pages