Публицист шухăшĕ

3 Ака, 2023

Вăрманта пушар тухасран асăрханмалла

Тунтикунхи канашлура çут çанталăк ресурсĕсен министрĕн пĕрремĕш çумĕ Елена Хомченко экологи уйăхлăхĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕ. Ака-çу уйăхĕсенче çулленех кÿлĕ-юхан шыв çыранĕсене, парксемпе скверсене тасатмалли субботниксем ирттересси, йывăç-тĕм лартасси йăлана кĕнĕ — кăçал та унран пăрăнмалла мар.

3 Ака, 2023

Ака уйăхĕнчен пенси пысăкланнă

Суя мар: ака уйăхĕн 1-мĕшĕнчен социаллă пенсисем 3,3% пысăкланнă. Ватă çынсемшĕн кăмăллă хыпара ĕç тăвакан влаç органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе тунтикунсерен ирттерекен, ку хутĕнче пĕрремĕш вице-премьер — финанс министрĕ Михаил Ноздряков ертсе пынă канашлура РФ Пенси тата социаллă страховани фончĕн управляющийĕ Валерий Николаев пĕлтерчĕ.

28 Пуш, 2023

Вăрттăн шалу бюджета сиенлет

Патшалăх ĕçлев инспекцийĕн пĕтĕмлетĕвне пăхас тăк — ĕç укçипе çыхăннă парăм республикăра çукпа пĕрех. Пĕтĕмпе те 545 пин тенкĕ — пĕр предприятин 13 çын умĕнче çавăн пек парăм капланнă. Анчах чăннипе ĕç-пуç чылай çивĕчрех. Çакă Ведомствăсен ĕç укçине вăхăтра тата туллин тӳлес, официаллă мар майпа ĕçлессин тӳпине чакарас енĕпе ĕçлекен пĕрлехи комиссийĕн ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ертсе пынипе ытларикун иртнĕ ларăвĕнче куçкĕрет палăрчĕ.

27 Пуш, 2023

Пĕлтĕрхи йăнăша тума юрамасть

Тунтикунхи канашлура ачасен çуллахи канăвне йĕркелес ыйтăва сӳтсе яврĕç. Вĕрентӳ министрĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Александра Бочкарева пĕлтернĕ тăрăх, çуллахи каникул тапхăрĕнче 43,2 пин ача тĕрлĕ майпа канĕ, сывлăхне çирĕплетĕ. Вĕсене хула тулашĕнчи 16, шкулсен çумĕнче йĕркелекен лагерьсем йышăнĕç. 1-мĕш смена çу уйăхĕн 29-мĕшĕнчех уçăлмалла. Ашшĕ-амăшĕнчен ачисене лагерьсене яма ыйтса çырнă заявкăсене йышăнма пуçланă та ĕнтĕ.

Pages