Хула

7 Раштав, 2013

Тĕпел кукринчен тухнă тапхăр

2013 çулхи чÿк уйăхĕнче «Ĕç хĕрарăмĕ» журнал тухма пуçланăранпа 85 çул çитрĕ. Унăн пĕрремĕш номерĕ Шупашкар хулинче 2000 экземплярпа кун çути курнă.

Вăл чăваш хĕрарăмне тĕрĕс çул çине тухма пулăшакан, ыррипе усаллине уйăрма вĕрентекен, партипе правительство йышăнăвĕсене тĕплĕ çутатса пыракан журнал пулнă. Çак кăларăм уйăхра пĕрре пичетленнĕ.

7 Раштав, 2013

Пирĕн ытарайми Нарспи

Паян Раççей халăх артисткин, Чăваш Республикин Патшалăх, комсомол премийĕсен лауреачĕн Нина Григорьевнăн - юбилей. К.В.Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕн сцени çине 52-мĕш сезон тухать вăл. Çак тапхăрта вун-вун, çĕр-çĕр сăнар калăпланă.

7 Раштав, 2013

Ӳнерçĕ çитĕнĕвĕ

Раççей тава тивĕçлĕ, Чăваш халăх художникĕ Виталий Петров /Праски Витти/ хăйĕн пултарулăхĕпе, çаврăнăçулăхĕпе тĕлĕнтерме чарăнмасть. Унăн хастарлăхне çамрăксем те ăмсанаççĕ пулĕ. Инçе çула тухасси пĕрре те чăрмав мар. Хыçа юлакан çул та питĕ ăнăçлă иртнĕ. Кашни уйăхрах мĕнле те пулин курава, мероприятие хутшăннă, çĕнĕ ĕçсем пурнăçланă.

7 Раштав, 2013

Наркотик ан пултăр - зонăра та, ирĕкре те

Республикăри тĕрме-колонири 1,5 пине яхăн çынран /вĕсенчен 879-шĕ - хĕрарăмсем, 257-шĕ - ВИЧ-инфекципе чирленисем/ 570-шĕ - наркомансем, наркотикпе усă курнă çынсем. Çак цифрăсене Чăваш Республикин Наркотиксемпе кĕрешекен комиссийĕн юн кун ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ертсе пынипе иртнĕ ларăвĕнче Федерацин айăплава пурнăçлакан службин республикăри управленийĕн пуçлăхĕ Алексей Нецкин пĕлтерчĕ.

5 Раштав, 2013

Пулас лауреатсем, сас парăр!

ЧР Журналистсен союзĕ 2013 çулшăн республикăри журналистсен Çемен Элкер, Николай Никольский тата Леонид Ильин ячĕллĕ çуллен паракан премийĕсене илме тăратакан ĕçсене йышăнма пуçлани çинчен пĕлтерет.

ЧР Журналистсен союзĕн членĕсем - массăллă информаци хатĕрĕсенче, информаци агентствисенче, пресс-службăсенче, ытти медиа-тытăмра ĕçлекенсем - хăйсен ĕçĕсене тăратма пултараççĕ. Комисси 2013 çулта пичетленнĕ, теле- тата радиоканалсен эфирне тухнă, информагентствăсен лентисене вырнаçтарнă, уйрăм кĕнекен кăларнă ĕçсене тишкерме йышăнать.

Pages