Хула

12 Нарăс, 2014

Кам унта? Суд приставĕ!

Пĕлтĕр приставсем суд йышăнăвĕсене пурнăçламалли производствăсем тăрăх пĕтĕмпе 4 млрд тенкĕ ытла шыраса илнĕ. Çав шутра 1,7 млрд тенке яхăн - налуксем, бюджета хывмалли ытти тÿлев.

12 Нарăс, 2014

Аталантарма, ÿстерме, хутшăнма пулăшĕ

Раççей Федерацийĕн Президенчĕ çумĕнчи Халăх хуçалăхĕпе патшалăх службин академийĕн /ХХПСА/ Шупашкарти филиалĕнче «Раççейĕн глобализаци тапхăрĕнчи тикĕс аталанăвĕн малашлăхĕпе çивĕч ыйтăвĕсем» ăслăлăх-практика конференцийĕ иртнĕ.

11 Нарăс, 2014

Тĕпре - çивĕч ыйтусем

Нарăсăн 10-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Министрсен Кабинечĕн членĕсемпе, федераци ведомствисен территори органĕсен тата муниципалитетсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ.

5 Нарăс, 2014

Чăрмавсем пулсан та - малаллах

Ĕнер Шупашкар районĕнчи ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, медицина, вĕренÿ, культура, ытти тытăм ĕçченĕсем Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче пуçтарăнчĕç. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Г.И.Егоров социаллă пурнăçпа экономикăн пĕлтĕрхи аталанăвне тишкерекен доклад турĕ.

4 Нарăс, 2014

Чăваш Ен Пуçлăхĕ видеоконференци ирттернĕ

Нарăсăн 1-мĕшĕнче Чăваш Ен Пуçлăхĕ ертсе пынипе видеоконференци режимĕнче муниципалитет районĕсемпе хула округĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе канашлу иртнĕ.

ЧР строительство министрĕ Олег Марков районсемпе хуласен пурăнмалли çурт-йĕрпе коммуналлă хуçалăхĕсем хутса ăшăтмалли тапхăрта мĕнле ĕçлени, энергоресурссемшĕн пухăнса кайнă парăмсем çинчен пĕлтернĕ.

Pages