Хула

29 Пуш, 2014

Çăлăнăç кÿрекен тормоз

Çулсем çинчи инкексен тĕп пайĕ - транспорт хатĕрĕсем çапăнни тата çуран çынсене таптани. Аварисемшĕн тĕпрен илсен водительсем яваплă: вĕсен айăпĕпе Раççейре пĕлтĕр 180 пине яхăн инкек пулнă, çав аварисенче 23 пин ытла çын вилнĕ, 235 пин çын суранланнă. Çуран çынсем нумайăн шар кураççĕ.

27 Пуш, 2014

Халăха хÿтĕлесси - тĕп вырăнта

Пуш уйăхĕн 17-26-мĕшĕсенче Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн комиссийĕ Чăваш Енре граждан оборони, халăха тата территорие çут çанталăк, техногенлă синкерсенчен хÿтĕлес, шыв объекчĕсенчи тата пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе комплекслă тĕрĕслев ирттерчĕ.

Ĕнер Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев комисси председателĕпе - Раççей МЧСĕн Атăлçи регион центрĕн пуçлăхĕпе, шалти служба генерал-лейтенанчĕпе Игорь Паньшинпа тĕл пулчĕ. Çакăн хыççăн вĕсем журналистсен ыйтăвĕсене хуравларĕç.

26 Пуш, 2014

Чăваш Енĕн пĕрремĕш комбайнĕ

Паян республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев тата федерацин ĕç тăвакан органĕсен ертÿçисем Шупашкарти «Трактор завочĕсем» концернра тыр-пул пухмалли «Агромаш 4000» комбайнсен производствине йĕркелесе яни çинчен пĕлтерчĕç. Вĕсене туса кăлармалли технологие ĕçе кĕртмелли проекта Атăлçире пуçласа Шупашкарти «Промтрактор» обществăра пурнăçа кĕртнĕ.

21 Пуш, 2014

Çанталăк çинчен лавккара та ыйтаççĕ

1950 çулхи пуш уйăхĕн 23-мĕшĕнче Пĕтĕм тĕнчери метеорологи организацийĕ йĕркеленнĕ. Çак тытăмра ĕçлекенсем хăйсен професси уявне паллă тума асăннă куна ахальтен мар йышăннă. Вĕсене çав ятпа 1961 çултанпа саламлаççĕ. Пĕтĕм тĕнчери метеорологи кунне çулсеренех пĕр-пĕр ыйтăва халаллаççĕ.

Pages