Хула

15 Ака, 2014

Чăваш Ен паттăрсене чысларĕ

Вăхăт чуппи сисĕмсĕр. Юрий Гагарин «Восток» караппа пуринчен малтан тĕнче уçлăхне тухнăранпа 53 çул çитрĕ. Çак тĕлĕнтермĕш хыпар тĕнчипех çиçĕмле хăвăртлăхпа сарăлнă.

12 Ака, 2014

Пушар хăрушлăхĕсĕр объект

Чăваш Енре ака уйăхĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çу уйăхĕн 10-мĕшĕччен социаллă сфера организацийĕсен хушшинче «Пушар хăрушлăхĕсĕр объект» конкурс иртет. Ăна пирĕн республикăра Раççей МЧСĕн Чăваш Республикинчи тĕп управленийĕпе Чăваш Ен ГКЧСĕ иккĕмĕш çул йĕркелеççĕ.

10 Ака, 2014

И.Яковлев проспекчĕ çĕнелет

Кÿкеç енчен Канаш урамĕпе Шупашкара пырса кĕрекенсем И.Яковлев проспектне çĕнетес тĕлĕшпе строительство пынине куллен кураççĕ. Вăл пĕлтĕрхи çĕртме уйăхĕнче пуçланчĕ.

9 Ака, 2014

"Ачасем Интернетра"

Интернет тĕнчи мĕн вăл? Унта ачасем мĕнле хăрушлăхпа тĕл пулма пултараççĕ? Çакăн пирки тата кăсăклă ытти самант çинчен "Ачасем Интернетра" интерактив куравра тата хăрушлăхсăр Интернет урокĕсенче пĕлме май килет. Шăпах çак ятпа республикăри ачасемпе çамрăксен библиотекинче ака уйăхĕн 3-мĕшĕнче вĕренÿпе курав проекчĕ ĕçлеме пуçланă. Ăна "МТС" компани ЧР Информаци политикин, Вĕренÿ тата Культура министерствисем пулăшнипе пурнăçа кĕртет.

Pages