Экономика

23 Çу, 2014

Саккас çырупа

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕ пĕлтернĕ тăрăх - Раççей Пенси фончĕ граждансен ячĕпе вĕсем 2013 çулта страховщика улăштарма ыйтса çырнă заявленисемпе килĕшÿллĕн хурав яма тытăннă.

Пирĕн республикăра саккас çырусене 59 пин çын пенси валли пухăнакан укçана иртнĕ çул управляющи компание тата патшалăхăн шутланман пенси фондне куçарасси çинчен панă заявленисене пăхса тухнин пĕтĕмлетĕвĕ тăрăх илĕ.

23 Çу, 2014

Квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ

РФ Пенси фончĕн республикăри уйрăмĕнче кăçалхи пĕрремĕш квартал кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ.

Кăçалхи виçĕ уйăхри тупăш пĕлтĕрхи çав тапхăртинчен 11 процент ÿснĕ, 3,5 млрд тенкĕпе танлашнă. Пенси тата социаллă тÿлевсен тăкакĕ 8,6 млрд тенке çитнĕ, РФ Пенси фончĕн бюджетне казначей мелĕпе пурнăçлама тытăннă.

22 Çу, 2014

Инвестици çителĕксĕр хыватпăр

Ытлари кун ЧР экономика аталанăвĕн, промышленноç тата суту-илÿ министрĕн çумĕ Инна Антонова брифинг ирттерчĕ. РФ Правительстви федераци субъекчĕсен ĕç тăвакан органĕсен ĕç-хĕлне 2013 çулшăн хак парассипе çыхăннă ыйтăва тишкерчĕ.

22 Çу, 2014

Октябрьски райповĕ - 90 çулта

Кăçал тăхăр вуннă тултарнă Октябрьски райповĕн историйĕ пуян. Вăл 1924 çулхи пуш уйăхĕн 17-мĕшĕнче пуçланнă. Халăх пухăвĕнче Выççăлккă Тукайра /каярахпа - Ĕсмел, унтан - Октябрьски/ потребительсен «Шанчăк» ушкăнне йĕркелеме йышăннă, ăна ертсе пыма правлени суйланă, устав çирĕплетнĕ.

Pages