Экономика

3 Çĕртме, 2014

Тĕрĕслев чăрмав ан кÿтĕр

Чăваш Республикинчи вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕç-хĕлне сăнаса тата тĕрĕслесе тăракан ведомствăсен хушшинчи комиссийĕ хальхинче хăйĕн ларăвĕн кун йĕркине виçĕ ыйту кĕртнĕ: «2014 çулхи пĕрремĕш кварталта Роспотребнадзорăн Чăваш Енри управленийĕ тата Чăваш Республикин Вĕренÿпе çамрăксен политикин министерстви ирттернĕ тĕрĕслевсен пĕтĕмлетĕвĕ çинчен», «Пушар хăрушлăхне чакарас тĕлĕшпе полномочи тивĕçĕсене мĕнле пурнăçлани тата малтан панă предписанисене пăхăнманнине пула пушар шучĕ ÿсни çинчен», «Тĕрĕслев органĕсемпе вырăнти хăй тытăмлăх органĕсе

2 Çĕртме, 2014

Пĕрлехи вăйпа

Чăваш Ен Халăха ĕçпе тивĕçтерекен патшалăх служби тата Федерацин наказанисене пурнăçлакан службин Чăваш Республикинчи управленийĕ ĕçлесе юсанмалли учрежденирен ирĕке кăларма палăртнă çынсене ĕçпе тивĕçтерес ыйтусене пĕрлехи вăйпа татса парассине йĕркеленĕ.

30 Çу, 2014

Коррупцие чиновнике пуç çапма тивни никĕслет

«Коррупципе çыхăннă лару-тăру ерипен лайăхланса пыни сисĕнет, çакна граждансен, бизнес-тытăмсен хушшинче йĕркеленĕ ыйтăмсен кăтартăвĕсем те çирĕплетеççĕ. Апла тăк тĕрĕс еннелле утатпăр», - çапларах пуçларĕ Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев ЧР Пуçлăхĕ çумĕнчи коррупципе кĕрешекен координаци канашĕн ĕнерхи ларăвне.

29 Çу, 2014

Приватизаци бюджета тĕревлетĕр

Министрсен Кабинечĕн ĕнерхи ларăвне ЧР Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев пухăннисене Пограничник кунĕ ячĕпе саламланинчен пуçларĕ. Анчах ларури калаçу, паллах, уяв тавра мар, кулленхи çивĕч ыйтусем пирки пулчĕ.

29 Çу, 2014

Пенсие маларах тухас тесен

Канаш районĕнче пурăнакан Иванов /автор ыйтнипе унăн тулли адресне палăртмастпăр/ сиенлĕ условисенче ĕçленипе ватлăхри ĕç пенсине маларах тухасси пирки ăнлантарса пама ыйтнă çырăва РФ Пенси фончĕн Канаш хулинчи тата районĕнчи управленине ярса патăмăр.

Pages